19 октября 2020 г.
Кĕçнерникун Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ларăва пухăннисем Чăваш Республикин инвестици ĕç-хĕлне патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă саккуна улшăнусем кĕртнĕ, çĕнĕлĕхе ырланă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче ĕç хучĕ Чăваш Республикин налуксем çинчен калакан саккун йĕркисемпе тÿр килнине, инвестици активлăхне витĕм кÿрессине палăртнă.Чăваш Республикин наукăпа техника политики çинчен калакан саккуна федераци саккунне пăхăнса çĕнетнĕ. Ларăва хутшăннисем Чăваш Республикин çĕнетнĕ саккунĕн тĕп тĕллевĕсене сÿтсе яврĕç, «Инновациллĕ проект» ăнлава тишкерчĕç. Дмитрий Краснов докладра патшалăх енчен финанс тĕлĕшĕнчен пулăшу памалли майсем пулассине палăртса хăварнă. Ĕç хучĕ наукăпа техника аталанăвне вăй илсе пыма витĕм кÿресси те куçкĕретех тесе малалла тăснă Чăваш Республикин вице-премьерĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕнче Чăваш Енри ачасен прависене хÿтĕлекен Уполномоченнăй пулма шаннă Алевтина Федоровăн кандидатурине ырласа йышăннă. Вăл унччен Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ пулса тăрăшнă. Маларах унăн кандидатурине Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависене хÿтĕлекен Уполномоченнăй пăхса тухнă. Уполномоченнăй должноçне йышăннă Алевтина Федорова присяга тытнă, ачасен прависене хÿтĕлеме яланах хатĕр тесе çирĕппĕн каланă.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче кăшăл вирусĕ пирки чарăнса тăнă, регионти лару-тăрупа паллаштарнă. Республикăра COVID-19 чирĕпе аптракансем валли сиплев учрежденийĕсенче çителĕклĕ таран вырăн йĕркеленине хыпарланă вăл. Иккĕмĕш хула больницинче хушма вырăнсем хута яма хатĕрри çинчен те палăртса хăварнă. «Паянхи куна илес пулсан регионта лару-тăру япăх мар, пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсем чирлисене вăхăтра пулăшупа тивĕçтерме çителĕклĕ»,- тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче министр.
ЧРПА пресс-служби.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)