19 октября 2020 г.
Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Наталия Скворцова, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев, «Партнер» ПТО тулли мар яваплăхлă обществăн инженерĕ Николай Князев,район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Светлана Арсентьева, администрацин хула хăтлăхне тата обществăлла инфрастуктурăна аталантаракан пайĕн çумĕ Игорь Данилов, «Рябинка» ача сачĕн ертÿçи Татьяна Луцик шкула çитмен ачасен вĕренÿ объекчĕнче иртекен юсав ĕçĕсен черетлĕ тапхăрĕ-пе паллашрĕç.
«Великий лес» ООО тата ИП Золотов подрядлă организацисен представителĕсем «Рябинка» ача сачĕнче иртекен юсав ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Асăннă вĕренÿ объекчĕнче малтанхи тапхăрта пăрăхсем улăштарнине, пÿлĕмсенче юсав-сăрлав ĕçĕсем ирттернине пирĕн хаçатра пĕлтернĕччĕ. Çуртăн тулашне юсаса сăрланă, виттине çĕнетнĕ тапхăрсем çинчен те уçса панăччĕ.
Ĕçлĕ ушкăн плана кĕртнĕ юсав ĕçĕсен тепĕр тапхăрĕпе – крыльцасем хăпартса лартассипе – кăсăкланчĕ. Асăнса хăварар, асăннă объектра иртекен юсав ĕçĕсене тимлесех тăраççĕ. Плана кĕртнĕ ĕç калăпăшне палăртнă вăхăтра туса ирттермелли çинчен ĕçлĕ ушкăн çирĕп каларĕ.
О. ЕФРЕМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)