12 октября 2020 г.
Чăваш Енре 2020 çулта ĕç вырăнĕнче сарăмсăр инкекрен сусăрланнисен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 15,2 процент чакнă. Ку, паллах, ырă кăтарту. Çавăнпа пĕрлех инкек курнисен тĕслĕхĕсем те пур.
Кăрлач уйăхĕнчен пуçласа çурла уйăхĕ вĕçлениччен пурĕ 106 ĕçлекен çын инкек курнă, çак шутран 68-шĕ арçынсем, ыттисем – хĕрарăмсем. Çавăн пекех икĕ тĕслĕх ушкăнпа инкек курни палăрнă. Ытларахăшĕ ?34 çын% япаласем хатĕрлес ĕçре сусăрланнă.
Ĕçлекенсем уйрăмах çÿллĕ çĕртен ÿксе (40,6%), вĕçекен,çаврăнакан япаласенчен суранланса (29,2%), çул çинче пулнă инкексенче (11,3%), тĕрлĕ япаласем ишĕлсе аннипе (8,5%) шар курнă. Инкексен сăлтавне тĕпчесе тишкернĕ тăрăх, ытларах тĕслĕхсем ĕç вырăнĕнче кирлĕ шайра хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса пыманни.
Ĕçпе тивĕçтерекенсен ку ыйтăва çивĕч тимлесе тăмалла. Инкекрен сыхланма ĕçлекенсем валли ятарлă условисем йĕркелемелле, çавăн пекех уйрăммăн е ушкăнпа профилактика мероприятийĕсем ирттермелле. Хăрушсăр та хăтлă ĕç вырăнĕ кăтартусене ÿстерме, сывлăха упраса хăварма май парать.
О. ОЛИВАНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)