12 октября 2020 г.
Районти кашни ялтах çулсерен мĕнле те пулин улшăну пулатех, урамсене тикĕслеççĕ, çул сараççĕ, тавралăха тирпей-илем кĕртеççĕ тата ытти ĕçсене те туса ирттереççĕ. Кăçал республикăри кашни ялах çĕршер пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Çак йышăнăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă.
Ача-пăча выламалли е спорт хусканăвĕсем тумалли лапам йĕркелесси, Аслă вăрçăра пуç хунисене халалланă палăксем юсаса типтерлесси çине уйăратăн-и палăртнă укçа-тенкĕне - çак ĕçсем йăлтах ял-сала сăнсăпатне улăштарма май парĕ. Кашни ял валли 100 пин тенкĕ уйăрнă. Унпа муниципалитетсенче мĕнле усă курнине эпир ял тăрăхсенчи пуçлăхсенчен ыйтса пĕлтĕмĕр. Хуракасси ялĕнче пурăнакан çынсем Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă палăка юсама кăмăл турĕç, Нарат Чаккисем - çĕнĕ палăк лартма. «Эпир паттăр ентешсене манмастпăр, вĕсене асра тытатпăр. Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисен шайĕнче регионти кашни ял-салана 100 пин тенкĕ парса пулăшни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕл-пулусем ирттерсе кашни ял тăрăхне хăтлăх кÿртес тĕллевпе ĕçсем палăртса хăвартăмăр»,- каласа пачĕ Хуракасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Рена Кольцова. Каласа хăвăрар, Хуракасси тăрăхĕнчи Çĕнъял Пукаш, Ильменкасси ялĕсенче çуллахи сценăсем хăпартса лартрĕç, Вăта Пукашра культура çурчĕн крыльцине юсаса çурт тавра илемлĕ хÿме тытрĕç. Услă Пукашра спорт лапамĕ тата ача-пăча вылямалли лапам хута кайнă.
«Курăмлă ĕç туни ял çыннисене пĕрле пухăнса тĕрлĕ мероприятисем туса ирттерме пулăшать. Çанталăк ăшă тăнă май, аслă ăрури çынсене халалланă уявсене тăрăхри çуллахи сценăсенче пухăнса ирттертĕмĕр. Çĕнъял Пукашра нумаях пулмасть Нарат Чаккинчи культура çурчĕ çумĕнчи тата Кĕчкей ялĕнчи вулавăш çумĕнчи ушкăнсем ял халăхне илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Апла пулсан, укçа-тенкĕ усăллă та вырăнлă тăкакланнă»,- çирĕплетрĕ хутлăх ертÿçи.
О. ЕФРЕМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)