Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăнар хăй мана ертсе пырать

12 октября 2020 г.

Улькка Эльмен ятне илтмен çын çук-тăр Чăваш Енре. Паллă прозаикăн кĕнекисене чăваш литературине кăмăллакансем тахçантанпах юратса вулаççĕ. «Упраймарăм сана…» романри тĕп сăнар Маша вĕсен чĕринех кĕрсе вырнаçнă. Икĕ çул каялла Чăваш кĕнеке издательствинче асăннă хайлавăн виççĕмĕш кĕнеки кун çути курнăччĕ. Кăçал вара унăн «Анне çăкăрĕ йÿçĕхмест» калавĕ «Инкеклĕ телей» коллективлă сборникра пичетленчĕ.

- Ольга Геннадьевна, паянхи çемьери кăткăс лару-тăрăва çутатакан «Анне çăкăрĕ йÿçĕхмест» калав тарăн шухăша путма хистет. Ĕмĕр тăршшĕпе учительте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, упăшкипе ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ Надежда Ивановна хăйне телейлĕ çын тесех шутланă. Анчах кил-йыш кимми арканма пуçласан шалт аптăраса ÿкет хĕрарăм. Хайлав сюжетне чăн пурнăçранах илнĕн туйăнать. Мĕн хистерĕ ăна çырма.

- Çул çинче ăнсăртран пĕр хĕрарăмпа калаçса кайрăмăр, Мускавран таврăнатчĕ вăл. Хăйĕн çинчен каласа пачĕ. Упăшкипе пĕр-пĕрне юратса-килĕштерсе чылай çул пурăннă вĕсем, ывăл-хĕр çитĕнтернĕ. Мăшăрĕ хăйне урăххипе улталанине калаври Надежда Ивановна кĕтмен çĕртен шкулта пĕлет. «Каçарас тенĕччĕ,анчах ĕмĕр тăршшĕпе шанса пурăннă çын сутăнчăк пулнине йышăнаймарăм,тухса кайрăм. Чи тĕлĕнмелли — кун хыççăн ачасем те ашшĕ енне çаврăнса ÿкрĕç»,— терĕ вăл. Çак тĕлпулу хыççăн нумай шухăшласа çÿрерĕм. Арçынсем ватлăх енне сулăнсан чипер пурăннă çĕртенех ютта чупма пуçлаççĕ, арăмĕсене хисеп-леми пулаççĕ. Ун пек тĕслĕх пурнăçра чылай, çавăнпа çырас терĕм.

- «Каснă чĕлĕ çыпçăнмасть» тени тÿрре тухать-ши кунта.

- Пурнăçра каялла таврăнакансем, çĕнĕрен пĕрлешекенсем пур ,анчах чылай чухне вĕсем хирĕçсе-вăрçăнса пурăнаççĕ. Тен, тепĕр чухне таврăнма кирлех те мар. Пурнăçра çакăн пек тумалла текен саккун çук. Эпир ыран мĕн пулассине те пĕлместпĕр вĕт.Темшĕн çавăн пек пулать хушăран, ашшĕпе амăшĕ пĕр чĕлхе тупайми пулсан лайăх çемьере çитĕннĕ ачасемех ашшĕ майлă çаврăнаççĕ. Пĕр енчен, амăшĕсем яланах çумра, ачасен пуçĕнчи шухăшĕсене те вулаççĕ пуль. Тĕрĕс çулпа уттарас тесе вăрçаççĕ те. Ашшĕ ытларах чухне ĕçре, ăна сайрарах кураççĕ. Тепĕр енчен, çитĕннĕ ачасен ашшĕ-амăшне уйрăм пурăнтарас килмест, тулли çемьене килсе çÿрес килет вĕсен. Ашшĕ-амăшĕ уйрăлни - ачасемшĕн те, çитĕннисемшĕн те ĕмĕрлĕх суран.

- Роман çырма мĕнрен пуçлатăр. Мĕн вăхăт ĕçлетĕр.

- Енчен те лару-тăру ăша хускатрĕ пулсан эпĕ кун пирки чылай шухăшласа çÿретĕп, çынсемпе калаçатăп, ыйтусем паратăп. Çавăн евĕрлĕрех тĕслĕхсем пурнăçра тата шыратăп. Хушăран кунĕпе вунă-çирĕм страница та çыратăп. Роман çырма вăхăт кирлĕ, пурнăçри тĕслĕхсемпе вăйлатмалла ăна.

- Аслă классенче вĕренекенсем валли сирĕн «Сарă кĕпе» повеç пичетленнĕччĕ. Çамрăк ăру валли хайласси çитĕн-нисем валли çырассинчен уйрăлса тăрать-и? Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли мĕнле произведенисем çырас килет.

- Çамрăксем валли хайласси çитĕннисем валли çырассинчен, паллах, уйрăлса тăрать. Çитĕннĕ çын ăшри туйăмĕсене çиеле кăларма та, пусарма та пултарать, çамрăксем вара пурнăçри пулăмсене пур чухне те тĕрĕс хаклаймаççĕ. Çамрăксем валли çырассине ювелир ĕçĕпе танлаштаратăп. Йăнăш сăмах персе ярасран питĕ асăрханмалла кунта. Паян çамрăксен пурнăçне интернет вирхĕнсе кĕчĕ, унта ырри те усалли те пайтах,вĕсен айванлăхĕпе усă куракан йышланчĕ. Тепĕр чухне ачасем килте ăнлану тупаймаççĕ те ют çынсене ĕненеççĕ, çакă пысăк инкек патне илсе çитерессине туймаççĕ вĕсем. Кăткăс лару-тăруран хăтăлма вĕрентекен, çул кăтартса пыракан сăнар кирлĕ.

- Мĕн пирки нихăçан та çырман пулăттăр.

- Хам пĕлмен, ăнланман лару-тăру пирки çырмăп. Вулакан чĕри патне çитес тесен çыракан хайлаври ĕç-пуç хăвна çывăх пулмалла, ăна уççăн курса тăмалла.

- Хăвăр сăнарсем хушшинче чи хакли пур-и.

- Сăнарсене пурне те юрататăп. Вĕсенчен уйрăлма питĕ йывăр мана. Пĕрле йĕретĕп, савăнатăп.

- Пурнăçра сирĕншĕн чи пĕлтерĕшли мĕн.

- Çемьери татулăх. Хам тăлăх ÿснĕрен манăн çемьесене аркатас килмест,ачасен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ÿсмелле.

- Çамрăк çыравçăсене мĕн сунатăр.

- Хăюллăрах пулма сĕнес килет. Хăвăр çырнă хайлавсене вĕрентекенсене кăтартма, хаçат-журнал редакцийĕсен алăкне час-часах уçма сĕнетĕп. Хăвăр суйласа илнĕ çулран пăрăнма кирлĕ мар, мĕншĕн тесен юратнă ĕç кăна çынна чăн-чăн телей кÿме пултарать. Çакна эпĕ хам çулсене шута илсе çирĕплетсех калама пултаратăп.

 

О. ИВАНОВА калаçнă.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика