12 октября 2020 г.
Виçĕмкун Уплер ялĕнче пĕлтерĕшлĕ тĕлпулу иртрĕ. Сăлтавĕ вара савăнăçлă та курăмлă – халăх пуçарнă ĕç-пуçа пулăшса пурнăçа кĕртни. Савăнăçлă тĕлпулăва Сĕнтĕрвăрри районĕн пуçлăхĕ Владимир Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – культура пайĕн ертÿçи Елизавета Матюшова тата район Пухăвĕн депутачĕ Анатолий Афанасьев хутшăнчĕç.
Хăнасене «Çеçпĕл» пултарулăх ушкăнĕ илемлĕ юрăсем шăрантарса кĕтсе илчĕ. Палăртса хăварар, пĕлтĕр ял халăхĕ район администрацийĕ патне вырăнти клубăн сăн-сăпатне улăштарас ыйтупа тухнăччĕ. Паянхи куна халăх ыйтни пурнăçа кĕчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 118-мĕш номерлă Хушăвĕпе килĕшÿллĕн культура объектне çĕнетсе юсама май тупăнчĕ.
Çурла уйăхĕнче А.Семенов предприниматель ертсе пынипе культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем пуçланчĕç. Строительсем кĕске вăхăтрах çуртăн çивиттине улăштарчĕç, пÿлĕмсенчи урайсене çĕнетрĕç. Çавăн пекех кивĕ чÿречесене тата алăксене вĕрçĕннисемпе улăштарчĕç. Хальхи вăхăтри материалсенчен электричествăпа ăшăтакан системăна усă курса çурта ăшăпа тивĕçтерчĕç. Строительсем ырми-канми тăрăшнипе культура çурчĕ хăйĕн сăн-сăпатне курăмлă улăштарчĕ.
Районтан килнĕ яваплă çынсем строительсем туса ирттернĕ юсав ĕçĕсемпе кăмăллă юлчĕç. Ĕçсен пахалăхне тимленĕ хыççăн «Çеçпĕл» ушкăна çÿрекенсемпе калаçу ирттерчĕç. «Çĕнелнĕ çурта «чун кĕртме» сирĕн чун-хавалăр пулăшĕ. Тăван культурăна аталантарма, йăла-йĕркесене упраса хăварса пулас ăрăва вĕрентме эпир пурте пултаратпăр. Пĕр тĕллевлĕ, пĕрне-пĕри пулăшса пырсан пĕтĕм шутланă ĕçсем ăнса пырĕç»,- пĕтĕмлетрĕç сумлă хăнасем.
Вĕсемпе килĕшсе ял халăхĕ малаллахи ĕçсене, ĕлĕкхине аса илсе, ниме майĕпе йĕркелеме калаçса татăлчĕç. Вăй çитнĕ таран кашниех пулăшса пырсан курăмлă ĕç тума пулассине çирĕплетрĕç.
Г. ТРИФОНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)