12 октября 2020 г.
Чăваш Республики кăçалхи çул «Раççей Федерацийĕн Цифра экономики» наци проекчĕн «Цифра экономики валли хатĕрленĕ граждансем» федераллă программин ĕç-хĕлне хутшăнать.
Чăваш Енре пурăнакансен хăйсен пĕлĕвĕсене тата ĕç квалификацине ÿстерес тĕлĕшпе ятарлă вĕренÿ программине алла илмелле. Вĕренÿ программи дистанци мелĕпе пурнăçланĕ. Он-лайн лекцисенчен, вебинарсенчен хатĕрленĕ программăна алла илсен, персоналлă цифра сертификачĕпе тивĕçтерĕç. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн граждансене патшалăх системинчи цифра экономикин компетенцине çирĕплетекен майсемпе паллаштарĕç.
Тÿлевсĕр вĕренме май тупса пани çав тери паха. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа https://цифровойсертификат.рф/user паллăна асăнса заявленисене йышăнассине йĕркелеççĕ. Ятарлă Цифра сертификачĕсене кашни çын илме пултарать.
О. ЕФРЕМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)