Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе çĕнĕлле йĕркелемелле

12 октября 2020 г.

Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Правительство Çуртĕнче Чăваш Республикинчи «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» проекта пурнăçламалли комиссийĕн ларăвне ирттерчĕ. Канашлăва хутшăнакансем территорисене тирпей-илем кĕртессине тата муниципалитет пĕрлĕхĕсем уйăрса панă укçа-тенкĕпе мĕнле усă курнине сÿтсе явнă.

Аса илтеретпĕр, 2020-мĕш çулта Чăваш Республикинче «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» проектăн шайĕнче картиш территорийĕсене тата обществă хутлăхне тирпей-илем кĕртес енĕпе тумалли мероприятисене пурнăçлама 366 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Пянхи куна планланă 5 картиш территорийĕсенчен виççĕшĕнче, 35 общество хутлăхĕнчен вунтăваттăшĕнче ĕçсене вĕçленĕ.

Олег Николаев муниципалитет влаçĕсене подрядчиксене вăхăтра тĕрĕслеменшĕн критиклерĕ. «Контракт тунă та пурин çинчен те çавăнтах манса кайнă-и. Контракта пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн подрядчикран ĕç йĕркине ыйтмалла, хăçан тата хăш вăхăтра мĕнле ĕçсем туса пырассине пĕлсе тăмалла. Планланă ĕç йĕрки улшăнать пулсан, мерăсем йышăнмалла. Подрядчика улăштарасси пирки те ыйту лартмалла. Тепĕр çулхине ĕçе урăх тĕрлĕ йĕркелĕпĕр»,- палăртрĕ Регион Пуçлăхĕ.

Республикăра тирпей – илем кĕртмелли тата хула строительствин политикин пĕрлехи концепцине йĕркелесси пĕлтĕрĕшлĕ пулнине асăрханă ертÿçĕ. Пуçлăх кăçал Федерацин хăтлă хула хутлăхне йĕркелемелли проектсен çĕнтерÿçисен шучĕнче Сĕнтĕрвăрри хули кĕнине аса илтернĕ.

«Сĕнтĕрвăрринче пĕрремĕш обществăлла калаçу ирттерме палăртнă. Унта пирĕн çамрăк архитекторсене явăçтармалла. Вĕсем хастарлă пулччăр, çак проектсене пурнăçлас енĕпе тăвакан ĕçсем вĕсен пысăк çул пуçламăшĕ пултăр. Малалла та çак ĕçе тума пултаруллă, аталанакан кăмăл пултăр», - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Республика Пуçлăхĕ.

 

И. НИКИТИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика