Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ăруна - чыс-хисеп

12 октября 2020 г.

Районта «Ватăсене - ырăпа хисеп» уйăхлăх иртет. Аслă ăрури çынсене чысласа пĕтĕм районĕпе уяв мероприятийĕсем иртеççĕ.

Кĕçĕн Ăстакассинчи культура çурчĕ çумĕнчи лапамра «Ылтăн вăхăтсем» концерт программи иртнĕ. Ăшă, ырă сăмахсем нумай çул хушши тĕрлĕ отрасльте вăй хунă, халĕ тивĕçлĕ канури çынсен ячĕпе янăрарĕç. «Хамăр ял» фольклор ансамблĕн чи лайăх концерт номерĕсем хăнасем валли кăмăллă парне пулчĕç. Пухăннă çынсем хăйсем те шÿт турĕç, вылярĕç, юрларĕç. Çапла вара пурнăç малаллах тăсăлнине тата вăл кирек мĕнле çулта та илемлĕ те интереслĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç.

Октябрьски ялĕнче культура ĕçченĕсем хăйсен аслă ăрури ĕçтешĕсене саламларĕç. Вĕсем нумай çул ял тăрăхĕн культурине, çитĕнекен ăрăва ăс-тăн парас ĕçе панă.

Чăнкассинче уçă лапамра культура çурчĕн артисчĕсем уяв концерчĕн программине ирттерчĕç. Ăшă сăмахсемпе вырăнти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Наталья Титова тата Çĕнĕ Куснар ял старости Борис Борисов тухса калаçрĕç.

Çирĕпленнĕ йăлапа Кĕчкейри ватă çынсене Кĕчкей ялĕнчи библиотекăра тата культура çуртĕнче ĕçлекенсем «Çулсем –манăн пуянлăх» кану каçне йыхравларĕç. Уяв сĕтелĕ хушшинче чей ĕçнĕ чухне хăнасем пĕр-пĕрне саламларĕç кăна мар, иртнĕ çулсене аса илсе чун-чĕререн калаçрĕç те юрларĕç.

Уйăхлăх шайĕнче Сĕнтĕр-пуçĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи «Сĕнтĕр» халăх фольклор коллективĕ юратнă ватăсем валли юрăсем шăрантарчĕ. Шĕнерпуçĕнче ватлăх çулĕсенчи ял-йыш валли «Шĕнер» пултарулăх коллективĕ саламлă программа хатĕрлерĕ. Урхас Кушкă ял тăрăхĕнчи ватă çынсене музыка саламĕпе культура çурчĕн «Савăнăç» ансамблĕ килентерчĕ. Аксарин ял тăрăхĕнче «Туслăх»коллектив аслă ăрури çынсене ăшпиллĕ юрă ярăмĕпе савăнтарчĕ. Сумлă çулсенчи çынсемшĕн «Чыс та мухтав» онлайн – концерт Шуршăлти культура çуртĕнче иртрĕ.

Çавăн пекех уйăхлăх шайĕнче йăлана кĕнĕ «Ырăпа хисеп» акцине хутшăнса Карапаш тата Ăстакасси ялти библиотекăсен ĕçченĕсем илемлĕ чечек çыххисене тылра ĕçленĕ çынсене, ĕç ветеранĕсене, сусăр çынсене парнеленĕ.

 

А. ГРИГОРЬЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика