Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшпиллĕ тĕлпулу

05 октября 2020 г.

Ватă çынсен пĕп-пĕринпе калаçмалли туллиех. Пĕр ялта пурăнсан та тепĕр чух тĕл пулма вăхăт тупăнмасть. Услă Пукашри шурă çÿçлĕ ватă çынсемпе нумаях пулмасть «Раççейри сусăр çынсен пĕрлешĕвĕ» организацин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Дюсембек Уразбекович Абишев тĕлпулу ирттерчĕ. Унпа пĕрле Сĕнтĕрвăрринчи хула тăрăхĕн депутачĕ Вячеслав Степанов пулчĕ.

Тĕлпулăва А.Максимов. А.Углов, Н.Сотнезов хутшăнчĕç. Анатолий Максимов тивĕçлĕ канăва шалти ĕçсен министерствинчен тухнă. Хăйĕн ĕçĕшĕн тĕрлĕ наградăсем илме тивĕçлĕ пулнă. Палăртса хăварар, Анатолий Владимирович пирĕн хаçатăн çирĕп тусĕ, редакцине тăтăшах çырусем çырать, хăйсен ентешĕсем çинчен хыпарласа тăрать. Тĕлпулăва хутшăннă Алексей Угловпа Николай Сотнезов та хăйсен кулленхи пурнăçĕ çинчен хăнасемпе калаçрĕç. Вĕсем çапла пĕр-пĕринпе тĕл пулса пурнăçри лару-тăрăва сÿтсе явма май тупнишĕн савăнчĕç.

Дюсембек Уразбекович ватă çынсене ку йышши тĕлпулусем тата йĕркелессе шантарчĕ.

 

О.СЛАВИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика