05 октября 2020 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Админстрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче нацисемпе тĕн пĕрлешĕвĕсене патшалăх регистрацийĕ ирттернин пĕтĕмлетĕвĕсене сÿтсе явнă тата тĕн организацийĕсен объекчĕсенче террора хирĕç кĕрешес ĕçе йĕркелес ыйтусене хускатнă.
Культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Каликова Чăваш Республикинче нацисем хушшинчи хутшăнăва йĕркелеме тĕллев лартнă патшалăх программисем мĕнле ĕçлени çинчен тата нацисем хушшинче хирĕçÿ вучахĕ ан уçăлтăр тесе мĕнле мерăсем йышăннă пирки каласа панă.
Унсăр пуçне пандеми вăхăтĕнче массăллă мероприятисене ирттермелли йĕркене сÿтсе явнă. «Мĕнпур массăллă мероприятисене Роспотребнадзорпа килĕшсе, санитарипе эпидемиологи ыйтнине çирĕп пăхăнса ирттермелле», - тесе палăртнă Вячеслав Борисов.
Юлашкинчен администраци ертÿçи ларуна хутшăнакансене пурне те халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа хатĕрлекен «Пĕр çемьере» Вместе-Пĕрле» фестивале хастаррăн хутшăнма чĕнсе каланă.
ЧРПА пресс-служби.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)