05 октября 2020 г.
Виçĕмкун Сĕнтĕрвăрринчи Культура лапамĕнче «Чун-чĕререн юратса та тав туса» уяв концерчĕ иртрĕ.
Тĕрлĕ отрасльте вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă аслă ăрури çынсене Сĕнтĕрвăрри районĕн пуçлăхĕ Владимир Петров тата Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев саламларĕç. «Çак уяв пире хамăра çывăх çынсем патне тимлĕрех пулмаллине аса илтерет. Çамрăк ăрăва çемье ăшшине хаклама, йăла-йĕркесене упрама вĕрентесси пирĕнтен пуринчен те килет. Эсир сывă та çирĕп пулни пирĕншĕн çав тери паха. Ырă туйăмсемпе çĕкленÿллĕ кăмăл сунатăп сире»,- тесе саламларĕ Владимир Владимирович. Район администрацийĕн пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче аслă ăрури çынсен пурнăçри активлăхне уйрăммăн палăртса хăварчĕ. «Эсир хăвăрăн пархатарлă ĕçпе тăван район аталанăвне нумай вăй хунă. Паянхи кун та çамрăк ăрушăн тĕслĕх вырăнне шутланатăр. Чунри хастарлăха, çирĕп кăмăла ан çухатăр. Иксĕлми телей, вăрăм ĕмĕр пултăр сирĕн»,- терĕ Владимир Николаевич.
Ăшă саламсен ярăмне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – культура пайĕн ертÿçи Елизавета Матюшова тăсрĕ. Савăнăçлă уява пухăннисене вăл тав сăмахĕсем каларĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисене çавăн пекех Раççей Федераци Пенси фончĕн Çĕнĕ Шупашкарти управленийĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи клиент пайĕн ертÿçи Алена Беркутова, «Раççейри пенсионерсен Пĕрлешĕвĕ» обществăлла организацийĕн Чăваш Енри пайĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Роза Ракова, ĕç тата вăрçă ветеранĕсен Канашĕн ертÿçи Лейла Федорова кăмăлтан тав сăмахĕсем каларĕç.
Çамрăксен хушшинче патриотла туйăма çирĕплетес ĕçре хастар хутшăннăшăн, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырассине анлă сарнăшăн район администрацийĕн Тав çырăвĕсене «Вăрăм пурнăçшăн» клубăн пайташĕ Александр Уланков, шашкăлла выляс енĕпе йĕркеленĕ федераци ертÿçи Анатолий Трифонов, шахматла выляс енĕпе йĕркеленĕ федераци ертÿçи Юрий Коротков тивĕçлĕ пулчĕç. Тивĕçлĕ канăва тухнисен хушшинче Раççей шайĕнче иртнĕ компьютер пĕлĕвĕн кĕрешĕвĕнче çĕнтернĕ Олимпиада Алексеевăна Çĕнĕ Шупашкарти пенси фончĕн Управленийĕн Тав çырăвĕпе тивĕçтерчĕç.
Савăнăçлă уяв юрă-ташăсăр мĕнле иртĕ-ха! Районти Культурăпа Туризм çурчĕн ĕçченĕ-сем театрализациленĕ программа хатĕрленĕ. Çавăн пекех «Шурăмпуç», «Туслăх», «Ĕмĕт», «Посадский сувенир» пултарулăх ушкăнĕсем тата уйрăм юрлакансем уява пухăннисен кăмăлĕсене çĕклерĕç. Районти краеведени музейĕн ĕçченĕсем «Кĕркунне парнисем» пахчаçимĕç куравĕ хатĕрленĕ.
Уява пĕтĕмлетсе пухăннисен умĕнче Роза Ракова тухса калаçрĕ. Вăл аслă ăрури çынсене районти пенсионерсен пĕрлешĕвĕн ĕç-хĕлне хастар хутшăннăшăн тав турĕ. Çавăн пекех Роза Николаевна район Пухăвĕн депутатне А.Афанасьева уйрăммăн палăртса хăварчĕ. Уяв кунне Анатолий Вячеславович аслă ăрури çынсене тÿлевсĕр çÿреме май туса панă. Вĕсен вара çумра пенси кĕнекине тытма манмалла мар. Ырă ĕçсем ăнăçу тума пулăшса пыччĕрех!
О. ЕФРЕМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)