Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ

28 сентября 2020 г.

Кĕске интервьюсен ярăмне уçатпăр. Чăваш кĕнеке издательствин авторĕ-семпе çывăхрах паллаштаратпăр сире. Пирĕн редакцин хăни – Дмитрий Моисеев çамрăк прозаик, драматург, куçаруçă тата журналист. Унăн хайлавĕсем республикăри тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ, «Çĕнĕ ятсем уçатпăр», «Кĕтмен юрату» коллективлă сборниксене кĕнĕ. Айгиз Баймухаметов пушкăрт çыравçин «Ан пăрах, анне!» кĕнекине те Д. Моисеевах чăвашла куçарнă. Тĕрлĕ районти халăх театрĕсемпе драма коллективĕсем ун пьесисем тăрăх спектакльсем лартнă, «Ăнсăртран аслати авăтсан» камитне Зоя Яковлева режиссер телевидени валли экранизациленĕ.

- Мĕн вăл сирĕншĕн литература?

- Пĕр енчен, чун киленĕçĕ. Тепĕр енчен, тунă йăнăшсене йышăнса пĕтĕмлетÿ тума, пурнăç пĕлтерĕшне ăнланма май паракан хăватлă вăй.

- Мĕн хавхалантарать сире çырма?

- Чуна уйрăмах пăлхатакан, хумхатакан, канăçсăрлантаракан, ыйха татса шухăшсен авăрĕнче асаплантаракан пулăмсем.

- Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?

- Хальччен курнăçнă мĕнпур писатель асра юлнă, кашниех тарăн шухăшлавĕпе, анлă тавра курăмĕпе, калаçăва ăста йĕркелеме пĕлнипе палăрса тăрать. Паллах, вĕсемпе тата тĕл пулса калаçас килет. Халĕ пурăнаканнисене илес пулсан, «Зулейха открывает глаза» романăн авторĕпе Гузель Яхинăпа курса калаçма кăмăл пур, мĕншĕн тесен унăн паллă хайлавĕ нумай çынна калаçтарчĕ, тавлаштарчĕ…

- Пурнăç девизĕ.

- Эпĕ аслă ÿсĕмри çынпа, калаçура ваттисен сăмахĕсемпе анлăн усă куракан кукамайпа, ÿсрĕм. Унăн чĕлхи çинчи каларăшсенчен çак самантра «çăмаха - чăмласа çи, сăмаха шухăшласа кала» тени аса килчĕ. Ку маншăн пĕлтерĕшлĕ.

- Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?

- Пĕрремĕшĕнчен, эпĕ писатель мар, пушă вăхăт пулсан, шухăшăма хут çине куçарма сăлтав тупăнсан çыракан çын кăна. Иккĕмĕшĕнчен, çырнине никама та тÿрех кăтартмастăп. Ăна компьютерти пĕр-пĕр папкăра темччен упратăп, унтан тин тепре уçса вулатăп. Килĕшмесен «карçинккана» яратăп, япăх мар пек туйăнсан пичете сĕнетĕп.

Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика