Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн туйпа саламларĕç

28 сентября 2020 г.

Чăн-чăн юрату çирĕплĕхне çулсем иртнĕ çемĕн туйма пулать. Çирĕм,вăтăр, хĕрĕх çул пĕрле пурăнни çав тери нумай пек туйăнать. Енчен те мăшăр аллă çул хушши пĕрле пурăнса юрату туйăмне çухатман пулсан – ку çемье ылтăн пекех çирĕп тесе калама пулать. Шуршăл тăрăхĕнчи Кайри Шĕнерпуç ялĕнче пурăнакан Рафаилпа Людмила Петровсем нумаях пулмасть çемьен 50 çулхи юбилейне паллă турĕç.

Рафаил Петрович нумай çул хушши А.Г.Николаев ячĕллĕ колхозра водитель пулса тăрăшнă. Хăйĕн пархатарлă ĕçĕшĕн «Ударник коммунистического труда», «Лучший шофер района», «Победитель социалистического соревнования» ятсем тивĕçнĕ вăл. Мăшăрĕ, Людмила Николаевна, 28 çул хушши «Росгосстрах» страхлакан компани агенчĕ пулнă. Вăл «Лучший агент Госстраха» ятне, Раççейри страхлакан компанин Хисеп грамотине тата Хисеп паллине илме тивĕçлĕ пулнă.

Петровсем тăватă ача çуратса ура çине тăратнă, халĕ сакăр мăнукне пăхса куç тулли савăнаççĕ. Пушă вăхăта усăсăр ирттермеççĕ ватăсем. Людмила Николаевна ялти художествă пултарулăх ушкăнне хутшăнать. Рафаил Петрович пахчара тăрмашма юратать.

Сумлă та ĕçчен мăшăра Шуршăл ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Михаил Журавлев саламларĕ. Ăшă сăмахсемпе пĕрле Михаил Юрьевич мăшăра Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн Владимир Мустаевăн, Шуршăл ял тăрăхĕн администрацийĕн Тав çырăвĕ-сене парса тивĕçтерчĕ.

Кайри Шĕнерпуç ялĕн старости Юрий Андреев çирĕп туйăмсем упраса хăварнă çемьене ял çыннисен ячĕпе салам сăмахĕсем каларĕ. Ялти культура çуртĕнче художествă пултарулăх ертÿçи пулса тăрăшакан Эльвира Николаева мăшăра Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хÿтĕлев министерстви тивĕçтернĕ сертификатсем парса хавхалантарчĕ. Палăртса хăварар, Петровсен çемйи «Семейное счастье» онлайн пултарулăх конкурсĕнчи тĕрлĕ номинацинче хутшăннă. Культура ĕçченĕ мăшăра малашне те хастар пулма сĕнчĕ, ашă сăмахсемпе саламларĕ.

 

Э. АНАТОЛЬЕВА.

Çĕнелнĕ объект хăйĕн алăкĕсене уçрĕ

Ял çыннисен пурнăç шайне ÿстерессине тимлĕх уйăрни Октябрьски потребкоопераци тытăмĕн ĕç-хĕлĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çакна çирĕплетсе виçĕмкун савăнăçлă лару-тăрура Октябрьски ялĕнче çĕнетнĕ лавкка хута ячĕç.

Пĕлтерĕшлĕ саманта Октябрьски ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Владимир Кураков уçрĕ.Вăл хăйĕн сăмахĕнче ял-йыша савăнăçлă пулăмпа саламларĕ, коопераци системинче вăй хуракансен пысăк ĕçне палăртса хăварчĕ.

Малалла пухăннисене Октябрьски райповĕн Канашĕн ертÿçи Радим Почемов саламларĕ. «Çак суту-илÿ объектне 1999-мĕш çулта Николай Охоткин тăрăшнипе хăпартса лартнă. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ,çавна май лавккана реконструкцилес тĕллев лартрăмăр. Проект смети хатĕрлесе «Стимул-Строй» фирма представителĕсем патне тухрăмăр. Кăтартусем витĕмлĕ, хăвăрах хаклама пултаратăр. Çĕнетнĕ объектра сутуçăсем валли те, тавар туянакансем валли те тивĕçлĕ условисем хатĕрлесе çитертĕмĕр. Палăртса хăварас килет, подрядлă организаци сусăр çынсем валли çав тери меллĕ майсем пăхса хăварнă. Сывлăх енчен айăпланнă çынсем лавккана пĕр чăрмавсăр кĕме пултараççĕ. Сире пурсăра та çĕнетнĕ суту-илÿ çуртне тавар туянма килме йыхравлатăп»,- терĕ Радим Вячеславович, мик-рофон умне сумлă хăнасене чĕнсе .

Чăвашпотребсоюз Правленийĕн çумĕ Андрей Данилов Чăваш Патшалăх Канашĕн депутатĕнчен–Чăваш Республикин потребителĕсен Пĕрлешĕвĕн ертÿçинчен Валерий Павловран тата 6000 пин ытла çын вăй хуракан коллективĕнчен салам сăмахĕсем илсе çитерчĕ. «Паянхи савăнăçлă пулăм Чăваш Ен Правительстви пулăшса пынипе иртет. Çавах та чи пĕлтерĕшли – эсир, тавар туянакансем, кунсерен пирĕн ĕçе хаклани. Пĕрлешÿ Раççей шайĕн-

че çулсерен малти вырăнсем йышăнни – тавар туса кăларакансемпе туянакансем пĕрле тăрăшса ĕçленин кăтартăвĕ. Октябрьски райповĕ чĕр тавар хатĕрлесе сутассипе курăмлă ĕçлет. Ку енĕпе республика шайĕнче кăçалхи çул та малти вырăнсене çĕнсе илме пултартăр. Çавăн пекех пурлăх базине пуянлатас ĕçе хастар пурнăçласа пыратăр, тав сире»,- тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Андрей Александрович. Чĕрĕ тавар хатĕрлес ĕçре палăрнă Саттор Худойназарова  тата Марина Васильевăна вăл Хисеп хучĕсемпе тивĕçтерчĕ.

«Торг-Сервис» фирмăн ертÿçи Владимир Осипов хăйĕн сăмахĕнче юсав ĕçĕсен уйрăмлăхĕпе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, асăннă суту-илÿ çурчĕн сăн-сăпатне виççĕмĕш шайри юсав формачĕпе улăштарнă. Ку ĕç лавккари сентресем патне пымалли майсене çăмăллатать, таварсене уçăмлă курма май парать. Çавăн пекех сутуçăсем валли хăтлă лару-тăру йĕркелеме пулăшать. «Çапла майпа çĕнетнĕ магазинсен шучĕ республикăра пурĕ тăххăр. Малалла та пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлессе шанатăп»,- терĕ Владимир Сергеевич.

Уява пухăннисене çавăн пекех Сĕнтĕрвăрри районĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Алексей Охоткин саламларĕ. Малалла пархатарлă пулăма палăртса Николай атте пурне те тăнăçлăхпа ăшпиллĕх сунчĕ.

Етĕрнери аш-какай комбиначĕн тата Шупашкарти универбазăн ертÿçи Максим Марышев, калаçăва тăснă май, тавар ассортименчĕ пуянлансах пытăр, туянакансен кăмăлне тивĕçтерсе тăмалла пултăр тесе палăртрĕ.

Çĕнелнĕ лавкка сентрисем çинче çак кун тавара йÿнĕрех хакпа туянмалли акцисем йĕркелерĕç. Пухăннисене уяв тăршшĕпех Октябрьскинчи Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем ташă-юрăпа савăнтарчĕç.

 

О. ЕФРЕМОВА.

 

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ

Кĕске интервьюсен ярăмне уçатпăр. Чăваш кĕнеке издательствин авторĕ-семпе çывăхрах паллаштаратпăр сире. Пирĕн редакцин хăни – Дмитрий Моисеев çамрăк прозаик, драматург, куçаруçă тата журналист. Унăн хайлавĕсем республикăри тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ, «Çĕнĕ ятсем уçатпăр», «Кĕтмен юрату» коллективлă сборниксене кĕнĕ. Айгиз Баймухаметов пушкăрт çыравçин «Ан пăрах, анне!» кĕнекине те Д. Моисеевах чăвашла куçарнă. Тĕрлĕ районти халăх театрĕсемпе драма коллективĕсем ун пьесисем тăрăх спектакльсем лартнă, «Ăнсăртран аслати авăтсан» камитне Зоя Яковлева режиссер телевидени валли экранизациленĕ.

- Мĕн вăл сирĕншĕн литература?

- Пĕр енчен, чун киленĕçĕ. Тепĕр енчен, тунă йăнăшсене йышăнса пĕтĕмлетÿ тума, пурнăç пĕлтерĕшне ăнланма май паракан хăватлă вăй.

- Мĕн хавхалантарать сире çырма?

- Чуна уйрăмах пăлхатакан, хумхатакан, канăçсăрлантаракан, ыйха татса шухăшсен авăрĕнче асаплантаракан пулăмсем.

- Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?

- Хальччен курнăçнă мĕнпур писатель асра юлнă, кашниех тарăн шухăшлавĕпе, анлă тавра курăмĕпе, калаçăва ăста йĕркелеме пĕлнипе палăрса тăрать. Паллах, вĕсемпе тата тĕл пулса калаçас килет. Халĕ пурăнаканнисене илес пулсан, «Зулейха открывает глаза» романăн авторĕпе Гузель Яхинăпа курса калаçма кăмăл пур, мĕншĕн тесен унăн паллă хайлавĕ нумай çынна калаçтарчĕ, тавлаштарчĕ…

- Пурнăç девизĕ.

- Эпĕ аслă ÿсĕмри çынпа, калаçура ваттисен сăмахĕсемпе анлăн усă куракан кукамайпа, ÿсрĕм. Унăн чĕлхи çинчи каларăшсенчен çак самантра «çăмаха - чăмласа çи, сăмаха шухăшласа кала» тени аса килчĕ. Ку маншăн пĕлтерĕшлĕ.

- Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?

- Пĕрремĕшĕнчен, эпĕ писатель мар, пушă вăхăт пулсан, шухăшăма хут çине куçарма сăлтав тупăнсан çыракан çын кăна. Иккĕмĕшĕнчен, çырнине никама та тÿрех кăтартмастăп. Ăна компьютерти пĕр-пĕр папкăра темччен упратăп, унтан тин тепре уçса вулатăп. Килĕшмесен «карçинккана» яратăп, япăх мар пек туйăнсан пичете сĕнетĕп.

Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика