Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕнтĕрвăрри районĕнчи çиччĕмĕш созыври депутатсен пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ

28 сентября 2020 г.

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи çиччĕмĕш созыври депутатсен пĕрремĕш йĕркелÿ ларăвĕ иртрĕ. Ăна депутатсенчен чи асли Евгений Ильин ертсе пычĕ. Лару ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн админстрацийĕн пĕрремĕш çумĕ-шалти политика Управленийĕн пуçлăхĕ Николай Каргин, Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин пĕрремĕш çумĕ Алевтина Федорова, Чăваш Республикин шалти политикин вырăнта хăй тытăмлăх органĕсемпе хутшăнса ĕçлекен пайĕн консультанчĕ Александр Юрков йĕркелерĕç.

Ларăва район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисем, хула тата ял хутлăхĕн ертÿçисем хутшăннă. Кун йĕркинче тăватă ыйту пулнă. Депутатсен умĕнче Сĕнтĕр-вăрри районĕнчи территори суйлав комиссийĕн председателĕ Надежда Давыдова, Евгений Ильин депутат, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн Пуçлăхăн должноçне йышăнакан конкурс комиссийĕн председателĕ Алевтина Федорова тухса калаçнă.

Н. Давыдова суйлав кампанине йĕркелеме хутшăннисене пурне те тав тунă, çĕнĕ созыв депутачĕсене çĕнтерÿпе саламланă, район ырлăхĕшĕн малалла тухăçлă ĕç суннă тата Удостоверени панă.

14-мĕш нумерлă суйлав округĕн депутатне Инна Великановăна тата 16 –мĕш нумерлă суйлав округĕн депутатне Елена Егоровăна секретариат йышне кĕртме йышăннă. Сĕнтĕрвăрри район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ пулма депутатсен ытларахăшĕ Владимир Петровшăн сасăланă.

Сĕнтĕрвăрри районĕн админстрацийĕн Пуçлăхĕ пулма Владимир Мустаева контракт майĕпе лартма йышăннă. Ларăва вĕçленĕ май Владимир Николаевич Сĕнтĕрвăрри районĕн пуçлăхĕнче 2015-2020 –мĕш çулсенче ĕçленĕ Николай Николаева нумай çул хушши ĕçленĕшĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене аталантарассишĕн тăрăшнăшăн Тав çырăвĕпе чысланă.

 

А. МАКСИМОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика