Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Карантин фитосанитари зонисем чакса пыраççĕ

21 сентября 2020 г.

Чăваш Енре хăш тăрăхра тата мĕнле сăлтава пула карантин фитосанитари зонисем туса хунă.

Йывăç-тĕмшĕн, пахча çимĕçшĕн, ÿсен-тăраншăн хăрушă шутланакан сăтăрçăсене тепĕр майлă «карантин объекчĕсем» теççĕ. Вĕсене ятарлă «Еврази экономика союзĕн карантин объекчĕсен переченĕнче» «тупма» пулать. Çирĕплентнĕ йĕрке тăрăх, карантин фитосанитари зонисенче сăтăрçа тĕп тăвассипе çыхăннă ĕçсем йĕркелемелле. Паллă ĕнтĕ, çав вырăнтан

ÿсен-тăран продукцине тата ытти материала сутлăха илсе тухма юрамасть.Телее, фитосанитари енĕпе карантина илнĕ лаптăксем Чăваш Енре нумаях мар.

Канаш районĕнчи фермăсем çывăхĕнчи усă курман çĕрсем (пĕтĕмĕшле лаптăк – 0,6 гектар) çинче тапса тухнă вĕлтрен пурçăнĕпе (повилика европейская) пĕр çул кăна мар кĕрешеççĕ, 2008 çултах карантин йĕрки çирĕплетнĕ. Канаш станцийĕ çывăхĕнче вара уй-хир пурçăнĕ (повилика полевая) «парăнасшăн мар». Унта 2012 çултанпах 0,6 гектар лаптăк – карантинра Вăрман сăтăрçисем пирки калас пулсан, хырсене пĕтерекен хура усачсем (черный сосновый усач) пуррине пула Канаш лесничествинче – 2011 çулта (725,5 гектар тĕлĕшпе), Вăрнар тăрăхĕнче – 2013 çулта (7,8 гектар), Шăмăршă лесничествинче 2013 çулта (25,5 гектар) карантин фитосанитари йĕркине çирĕплетнĕ. Вăрнар лесничествинче тата чăрăшсене кăшлакан пысăк хура усачсене (большой черный еловый усач) пĕтерес тĕллевпе 2015 çулта карантин фитосанитари зони туса хунă.

Çĕр улмин ылтăн нематодин хурчĕсем тата çăмартисем çĕр улмисĕрех 10 çул таранах пурăнма пултараççĕ, çĕрте вара – 40 çулчченех. Çакă паразита пĕтерессине кăткăслатать, тухăçа вара палăрмаллах чакарать.«Иккĕмĕш çăкăра» сиен кÿрекен çак паразита пуçласа Чăваш Енре 1980 çулта асăрханă. Ку таранччен 18 районта, пĕтĕмпе 359 ялти 6364 кил çумĕнчи çĕр лаптăкĕнче, тупса палăртнă. Комсомольски, Елчĕк, Вăрнар, Патăрьел, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Канаш, Етĕрне районĕсенче пуринчен ытла сарăлнă ку мур.Пирĕн тăрăхра 2007 çултах çĕр улми нематоди тĕлĕшпе карантин фитосанитари зони туса хума, карантин фитосанитари режимне çирĕплетме тытăннă. Çавна май çак сăтăрçа тĕп тăвассин ĕçсен планне хатĕрленĕ. Россельхознадзор специалисчĕсем кашни çулах çав зонăсенчи çĕр пробисене ятарласа лабораторире тĕпчеттерсе тăраççĕ. Виçĕ çул хушши нематода пулмасан карантин фитосанитари зонине пĕтереççĕ тата кунпа çыхăннă йĕркене пăрахăçлаççĕ.

Кăçалхи мониторинг 55,27 гектар çĕр (259 кил çумĕнчи çĕр лаптăкĕ) сăтăрçăран таса пулнине çирĕплетет: Элĕк, Патăрьел, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпÿ, Етĕрне районĕсенче тата Шупашкар хулинче. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн аслă патшалăх инспекторĕ Светлана Ярусова темиçе районта пуçĕпех çак мура тĕп тунине палăртать, çав шутра Куславкка, Çĕрпÿ, Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри тата Элĕк районĕсенче. Светлана Васильевна каланă тăрăх, кунта ял çыннисем хăйсем нематодăпа кĕрешес енĕпе çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнни те пулăшать: пусă çаврăнăшĕ тытса пыни, сидератсем акни тата нематодăна чăтăмлă çĕр улми сорчĕсене лартса çитĕнтерни, ĕç хатĕрĕсене сиенсĕрлетни тата ытти те. Кунсăр пуçне пахчаçăсем кăна мар, ял хуçалăхĕсем хăйсем те тăпрана та, çĕр улмие те Россельхозцентрăн Чăваш Енри уйрăмĕнче тĕпчеттереççĕ. Кашниех лайăх тухăç илесшĕнçке.

 

Н. ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика