21 сентября 2020 г.
Ял хутлăхĕсенче тирпей-илем кĕртес ĕç ăнăçлă пурнăçланса пырать. Чăнкассисем тасалăх юхăмне хастар хутшăнчĕç.
Ял администраци пуçа-рăвĕпе клуб тата библиотека ĕçченĕсем кĕркуннехи тасалăх акцине йĕркелерĕç. Ял тăрăхне хăтлă тăвас тĕллевпе пуçаруллă çынсем транспорт чарăнмалли вырăнта, çÿп-çап пухмалли контейнерсем çумĕнче типтерлерĕç. Çавăн пекех çул айккипе илемсĕр выртакан çÿп-çапа пухрĕç, типнĕ курăка кĕреплесе пуçтарчĕç.
Юратнă ял тăрăхĕн илемлĕ сăн-сăпатне упрасси – кашнин тивĕçĕ тесе шутлаççĕ Культура ĕçченĕсем. Пархатарлă ĕçе хутшăнма пурте пултараççĕ. Таса та илемлĕ вырăнта пурăнма кăмăллă.
Н. ТИТОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)