Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачаллă çемьесене паракан пулăшу тÿллевĕ

21 сентября 2020 г.

Чăваш Енре пинрен ытларах çемье пандеми тапхăрĕнче ачасемшĕн панă тÿлеве илме заявлени паман.

Сăмах 3 çула çитмен ачасемшĕн 5 пин тенкĕ тата 3 çултан пуçласа 16 çула çитмен ачасемшĕн 10 пин тенкĕ укçа парасси пирки пырать. Пенси фончĕн регионти уйрăмĕнче çак тÿлеве илме заявление юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен пама пулать тесе аса илтереççĕ. Кам çитес икĕ эрнере заявленипе тухмасть, çавсем асăннă тÿлевсĕр тăрса юлма пултараççĕ. Заявление ПФР клиент службинче, дистанци порталĕ урлă е Пенси фончĕн сайтĕнче харпăр хăй кабинетĕнче пама пулать. Аса илтеретпĕр, çак тÿлевсене коронавирус пандемийĕ тапхăрĕнче ачаллă çемьесене пулăшу парас енĕпе уйăрнă. Укçана çемьере ача-пăча мĕн чухлĕ пулнине, тупăша тата социаллă çăмăллăхсем пуррине пăхмасăрах тÿлеççĕ. Çавăн пекех çак тÿлеве çемьене социаллă пулăшу памалли ытти майсене уйăрса панă чухне тупăшра шута илмеççĕ.

 

И. МИХАЙЛОВ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика