Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрлăх вырăнĕсем тăрăх

21 сентября 2020 г.

Регион ертÿçи Олег Николаев йышăннă тăрăх Чăваш Республикинче 2021-мĕш çула Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене чакаланă çĕрте хутшăннисен ĕçне палăртса хăварассине халалланă.

1941 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Патшалăх хÿтĕлев комитечĕ асăннă чикĕсене хатĕрлес тĕллевпе хушу кăларнă. Ку ĕç-пуç хаяр тăшмана промышленнăç

объекчĕсемпе пуян Хусан хулин çывăхне çитерес мар тесе пурнăçланнă. Сăр рубежĕ Чăваш Республикин Етĕрне районĕнчи Засурское ялтан пуçланса Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Пандиково ялĕ çумĕме, Улатăр районĕнчи Сурский Майдан тăрăхĕпе тăсăлнă. «Хусан çаврăнăшĕ» хÿтĕлев чиккисем Мари Эл Республикин Звенигово затонĕнчен пуçланса Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски тăрăхĕпе Вăрмар районне кĕрекен Шоркистры, Арапуç ялĕсен çумĕпе Тутарстан чикки патне çитнĕ.

Хÿтĕлев рубежĕ 380 км тăршшĕ тăсăлнă. Çав ĕçре 171 450 çын вăй хунă, вĕсенчен ытларахăшĕ хĕрарăмсемпе ачасем пулнă. Вĕсем шартлама сивĕре окоп чакаланă, хÿтĕлевсемпе блиндажсем çĕкленĕ. Хатĕр хÿтĕлев йĕрне 1943 çул вĕçленниченех тимлесе тăнă.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски çывăхĕпе иртсе каякан хÿтĕлев чиккисем манăçран тухнăпа пĕрех. Анчах та историпе кăсăкланакансем çав самантсене тĕпчеççĕ, упраса хăвараççĕ, пулас ăрăва та каласа параççĕ.

Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăнсене виçĕмкун Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен Канашĕн ертÿçи Наталья Николаева тата Шупашкар хулин вĕренÿ управленийĕн ертÿçи Дмитрий Захаров çитсе курчĕç. Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Мустаев, Карапаш ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Николай Алаев, Октябрьски ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Владимир Кураков, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Светлана Арсентьева, районти централизациленĕ библиотека системин ертÿçи Татьяна Хамидуллина, районти краеведени музейĕн ертÿçи Лидия Мизгирева, Октябрьски шкулĕн ертÿçи Алексей Охоткин хăнасемпе хÿтĕлев рубежне хăпартнисене халалланă асăну палăкĕ патĕнче пулчĕç.

Малалла ĕçлĕ калаçу Октябрьскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулĕнче тăсăлчĕ. Наталья Николаева пухăннисене асăннă пулăма халалланă материалпа паллаштарчĕ. «Çак кăсăклă ĕçе Шупашкар хулин вĕренÿ управленийĕ пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче тытăннă. Чăваш Енри хĕрарăмсен Канашĕ пархатарлă пуçланăва пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ ĕç-пуç палăртса хăварнă. Историнчи пĕтерĕшлĕ самантсене тĕпчемесĕр эпир малалла куçаймастпăр. Библиотекăсемпе музейсенче упранакан материалпа çамрăксене паллаштармалла. Аслă ăрури çынсемпе тĕлпулусем иртерни çав тери паха пулĕ. Пурте пĕрле тăрăшса, мĕн пур материала пĕр çĕре пухса çитес çул Сăрпа Хусан рубежĕсене хăпартнă çĕрте вăй хунисен паттăрлăхне чыслă палăртса хăвармалла»,- терĕ Наталья Алексеевна. Çавăн пекех вăл республикăра «вĕрĕнÿ туризмĕ» ăслăлăх маршрутне йĕркелес ыйтăва тапратрĕ.

Дмитрий Анатольевич вĕренÿ учрежденийĕсенче наукăпа практика конференцийĕсем, паттăрлăх урокĕсем, шырав юхăмĕсем йĕркелемелле тесе палăртрĕ. Пĕрле тăрăшсан пуян та пĕлтерĕшлĕ материал пухăнать тесе çирĕплетрĕ вăл.

Калаçăва хутшăннисем пулăмăн пысăк пĕлтерĕшне çирĕплетрĕç, Наталья Николаева пуçарнă ĕçе хастар хутшăнасса шантарчĕç.

 

О. ЕФРЕМОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика