11 сентября 2020 г.
Ăшăпа тивĕçтермелли тапхăр çитсе пынă май хăрушсăрлăх йĕркисене тепĕр хут аса илтерни вырăнлă пулĕ.
Пушар тухас хăрушлăха сăнасах тăмаллине кашни кил хуçи пĕлмелле. Электричествăпа тивĕçтерекен проводкăсене, вутăпа е çутçанталăк газĕпе ăшăтакан кăмакасене юсавлăх енчен çирĕп тĕрĕслемелле. Чи пĕлтерĕшлĕ самант - хуçалăхра типтерлĕх хуçаланмалла, тĕлли-паллисĕр выртакан, тусан сийĕпе хупланнă хуçалăхри япаласем çулăма хăвăрт сарăлма параççĕ. Бензин е солярка упранă савăтсене хуçалăхри япаласемпе юнашар усрамалла мар.
Çуртсене çутçанталăк газĕпе ăшăтасси анлă сарăлнă пулин те вутă хутса ăшăтакансен шучĕ те самаях. Кăмакасене юсавлăхра тытса тăмалла, çурăк е ванчăк вырăнсене сăнасан тÿррех сапламалла. Çавăн пекех кăмакана шурă тĕспе сăрламаллине палăртса хăварар, асăннă ĕç çурăлнă вырăнтан тухакан тĕтĕме вăхăтра асăрхама парĕ.
Газпа ăшăтакан кăмакасене çулталăкра пĕр хутчен ятарлă специалистсем тĕрĕслев ирттереççĕ. Анчах та кил хуçисен яваплăха çухатмалла мар, ăшăпа тивĕçтерекен приборсене тимлесе тăмалла.
Палăртса хăварар, пушар тухассинчен сыхланма кашни çын пултарать, çавăнпа хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнса тăрар. Çулăм алхаснине курсан е газ шăрши сарăлнă тĕслĕхсене туйсан çухалса каймалла мар, 112 номерпе шăнкăравламалла.
ПИРĔН КОРР.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)