11 сентября 2020 г.
Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.
Ларура ял территорийĕсене тата ял çыннисене пулăшма палăрт-нă темиçе документ йышăннă. «Чăваш Республикин ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» патшалăх программине улшăнусем кĕртнĕ, халăх пурăнакан вырăнсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес тата аталантарас енĕпе проектсем хушнă. Конкурс результачĕсем тăрăх республика бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе пĕтĕмĕшле 300 млн тенкĕлĕх 1861 проект уйăрнă. Хальхи вăхăта ĕçе 325 объектпа вĕçленĕ. Ялти ипотека шайĕнче пурăнмалли çурт-йĕр кредичĕсем енĕпе процентсем тÿлемелли тăкаксен пĕр пайне саплаштарма республика бюджетĕнчен тÿлемелли правилăна улшăнусем кĕртнĕ. Документпа муниципалитет служащийĕ-сем, çав шутра поселенисен, 0,5 ставкăпа тÿлеме май пуррине палăртнă. Олег Николаев ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене ялти ипотека енĕпе хушма пулăшу ипотекин категорине кĕртни пĕлтерĕшлĕ пулнине уйрăммăн палăртрĕ. «Ял пуçлăхĕсем ял çыннисемпе çывăх ĕçлесе пысăк ĕç тăваççĕ. Вĕсене май килнĕ таран хавхалантармалла, час-часах аса илмелле», - терĕ ертÿçĕ. Аса илтеретпĕр, республикăри хыснаран 3 тата ытларах ачаллă çемьесен пурăнмалли çурт – йĕр кредичĕсем енĕпе процентсем тÿлемелли тăкаксен 0.1 процентне тавăраççĕ, АПК сферинче ĕçлекенсене тата ветеринари ĕçĕ-хĕлне пурнăçлакансене – 0,5 процент, ял-хуçалăх кооперацийĕн ĕçченĕсене – 1.0 процент. Çавăн пекех Министр-сен Кабинечĕн ларăвĕнче «Чăваш Республикин обществăллă финансне тытса тăрасси тата патшалăх тивĕçне пурнăçласси» патшалăх программине улшăнусем кĕртнĕ. Бюджет укçи-тенкине перекетленĕ 350 миллиона муниципаллă бюджет тата автономи учрежденийĕсене субсиди енĕпе уйăрса параççĕ. «Кăçал муниципалитетсене социаллă сфера учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме укçа-тенкĕн калăпăшне самай устернĕ. Анчах та капремонт тунă май хушма ĕçсем тупăнаççĕ. Çавна май эпир бюджет майĕсене тĕрĕслесе тухрăмăр та перекетленĕ укçа-тенкĕне муниципалитетсене уйăрса пама сĕнетпĕр», - ăнлантарчĕ Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков. Пĕтĕмĕшле, маларах уйăрнă 300 миллиона шута илсе муниципалитетсене уйăрса памалли укçа-тенкĕ 1 миллиарда яхăн пулать. Олег Николаев профильлĕ министрсене уйăрса панă укçа-тенкĕпе тухăçлăн усă курмаллине тĕрĕслеме чĕнсе каланă. «Чи кирли вара бюджет укçи-тенки юлашкинсен лару-тăрăва лайăх енне улăштартăр. Çитменнине паян, ыран мар», - вĕçлерĕ сăмахне ертÿçĕ.
И. АЛЕКСЕЕВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)