Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни кĕтесре пурăнакан – пĕр юхăмра

11 сентября 2020 г.

«Чĕрĕ çĕр чăмăрĕ» обществăлла экологи юхăмĕ тата пĕрремĕш экологи телевиденин медиа пайташĕ Чăваш Республикин çутçанталăк министерствине сумлă çыру ярса панă. Унта пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республика çутçанталăка упраса хăварас тата халăх пурнăçĕн пахалăхне ÿстерес тĕллевпе пуçарнă комплекслă медиапрограммăна хутшăнаканĕсен шутĕнче.

Экологи юхăмĕпе телевидени шкула çÿремен тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли çутта кăларас, ăс-хакăла анлăлатас тĕллевпе «Манăн симĕс юмахсем» проектне пурнăçа кĕртет. Мĕн пĕчĕкренех тавралăха упрас, тĕрлĕ пулăмсене тĕпчес ĕçе хутшăнччĕр тесе ачасем валли ятарлă хушусем хатĕрленĕ.

Хушусене ачасем кăмăллакан юмах евĕр çырнă майпа пурнăçламалла. Экологи юхăмĕпе телевидени хатĕрленĕ мультфильмсенче чĕрчунсем тата ÿсентăрансем çинчен калакан асамлă пулăмсем ÿкерсе кăтартнă. Ачасен вара çав пулăмсене курнă курнă хыççăн тĕрлĕ хушусем çине юмах каланă евĕр хурав памалла. Пĕтĕмĕшле пуçаруçăсем 10 мультфильм хатĕрленĕ, çавăн пекех пичетленĕ материал та кăларнă.

Проектăн пĕлтерĕшĕ юмахсем тĕрлĕ халăхсен пурнăçĕпе, йăлийĕркипе паллаштарнинче палăрса тăрать. Çавăн пекех çак программа уйрăм технологине пăхăнса пырса сусăр ачасем валли те ăнланмалла пулни паха. Сывлăх енчен тĕрлĕ чăрмавсем пур ачасем валли ятарлă «Ырă асамçă («Добрый волшебник РФ») сайт ĕçлеме тытăннă. Ачасемшĕн яваплă вĕрентекенсем «Чĕрĕ çĕр чăмăрĕ» обществăн пайташĕсемпе интерактивлă майпа хутшăну тытма пултараççĕ.

Паянхи куна «Манăн симĕс юмахсем» проектăн ĕçне раççейри 40 регион ытла представителĕсем хутшăннă. Вĕрентекенсемпе воспитательсем хăйсен паха пĕлĕвĕсемпе, çутçанталăка упраса хăварас ĕçре тунă çитĕнĕвĕсемпе малашне те паллаштарма пултарĕç.

О. ОЛИВАНОВА.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика