11 сентября 2020 г.
Чăваш Республикинче ĕне усракансене пулăшу тÿлев парас ĕç вĕçленмен-ха. Патшалăх пулăшăвне пурĕ 32,4 пин харпăр хуçалăх ертÿçисем тивĕçнĕ. Республикăри ялхуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхсенчи 48 пин сăвакан ĕне усракансене 149,1 млн. тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрса панă, ку вăл пĕтĕмĕшле кăтартăвăн 86 проценчĕпе танлашать. «Субсиди уйăрса парас ĕç кунсерен аталанса пырать. Хула тата ял администрацийĕ-сенче харпăр хуçалăх ертÿçисенчен заявлени йышăнас йĕрке чарăнман. 2020 çул вĕçленичченех кирлĕ документсене йышăнаççĕ»,- пĕлтереççĕ ялхуçалăх министерствинче.
Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Мустаев пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн тăрăхра ку пулăшăва 1035 çын 4220 пин тенкĕлĕх тивĕçнĕ,е пĕтĕмĕшле кăтартăвăн 96,7 проценчĕ.
О. ВЯЧЕСЛАВОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)