Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăс-хакăла чакарма парар мар

07 сентября 2020 г.

Наркотиклă япаласемпе усă курни чи малтан пуç мимин лару-тăрăвĕ çине витĕм кÿрет, наркомани ăс-хакăла, халсăрлăха чакарма пулăшать. Иммун системи асапланать-организм элементарлă чирсемпе инфекцисене хирĕç тăма пултараймасть, ахаль шăнса пăсăлсан та пурнăçпа танлаштарайми йывăрлăх

кÿме пултарать. Наркоманипе хăтланни çынна хăвăрт сиен кÿрет. Çемьери хутшăнусем арканаççĕ, мăшăрлă пурнăç арканать, вĕренÿ, ĕç арканать, юлашкинчен вара пурăнма укçа-тенкĕ пĕтет. Укçа пĕтсен чирлисем хăйсен япалисене сутма пуçлаççĕ, час – часах вăрлама тытăнаççĕ, вĕлерме те пултараççĕ. Çавăн пек чухне çемьере нимле ĕçе вырнаçасси е сывă пурнăç хутшăнăвĕ çинчен калаçу та пулма пултараймасть. Наркотиклă япаласемпе тăтăшах усă курни психикă чирĕсене япăхлатать, çавна пула малашне, ăна пăхăнса пурăнма пăрахсан та, çын яланхи - пурнăçпа пурăнма тата сусăр пулса тăрать. Наркотиксемпе иртĕхни çын сăн-сăпачĕ çине те витĕм кÿрет, наркомансем хăйсен çÿлĕсенчен чылай аслăрах курăнаççĕ. Йĕркеллĕ пурнăç патне таврăнас тесен çывăх çынсем пулăшнипе тумай вăхăт хушши реабилитаци тумалла. Наркомансем хăйсем тĕллĕн хăйсене пулăшма пултараймаççĕ – пĕтĕм яваплăх тăван-хурăнташĕсем çине тиенет. Сирĕн çывăх çын çав инкеке лексен - унăн пурнăçĕ сирĕн алăра. Наркогологи клиникине хăвăртрах çитĕр те çак хăрушă чирпе кĕрешме пуçлăр.

 

В. ТРИФОНОВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика