07 сентября 2020 г.
Раççейри кашни шкул ачи хăйне кăмăла каякан профессине цифра фестивалĕнче хутшăнса тупма пултарĕ.
Паянхи пурнăçра цифра технологийĕн аталанăвĕ кашни сферăнах витĕм кÿрет. Професси суйлас тĕллеве цифра уçлăхĕнче çăмăлах пурнăçа кĕртме май пуррине шкул ачисем кирек епле кĕтесре пурăнсан та туйĕç. Пуласлăх улшăнса пынă май çыхăну уçлăхĕ те анлăланса пырать. Хăйĕн ĕçĕнче чăн та чи хастар пулнине кăтартма, профессине тĕрĕс суйласа илнине палăртма кашни çын пултарать. Вордскиллс наци чемпионачĕн шайĕнче хатĕрленĕ «Малашлăх билечĕ» ятарлă проект лапамĕ авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă. Шкул ачисем кашни сферăри ăстасен ăмăртăвĕн саманчĕсене кирек епле смартфонран та мобильлĕ майпа усă курса хутшăнма пултараççĕ. Асăннă онлайн-хутшăну ачасен малашлăхĕшĕн витĕмлĕ тапхăр. Вăл е ку профессине суйласа илессине курăмлă майпа хутшăнма цифра технологийĕн аталанăвĕ тÿррĕмĕнех пулăшать.
WSR. оnline сайтăн «ачасен хастарлăхĕ (активности для школьников)» пайне кĕрсен професси ăсталăхĕн урокĕсене хутшăнмалла. Çак ĕçе пурнăçлама вĕрентекенсем пулăшĕç. Вĕсем видео-конференц-çыхăну мелĕпе пуçаруçăсенчен тĕрлĕ хушусем йышăнĕç, ачасем хушнă ĕçе пурнăçланине тимлесе тăрĕç.
Малашлăха талпăннисене çĕнĕлĕхсемпе çитĕнÿсем кĕтеççĕ!
О. ОЛИВАНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)