07 сентября 2020 г.
Владислав Николаев çыравçă пултарулăхне вулакансем те, театра çÿреме кăмăллакансем те аван пĕлеççĕ. Ачасем, çитĕннисем валли çырнă хайлавĕсем тăрăх Шупашкарти театрсен сцени çине сахал мар пьеса тухрĕ. Вулакансене çыравçă тĕрлĕ тема хускатакан кĕнекесемпе савăнтарчĕ.
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче унăн çĕнĕ кăларăм пичетленчĕ. «Манăн атте – çулçă» ятлă вăл. Редакторĕ – Ольга Федорова, художникĕ – Светлана Бритвина. Кĕнеке алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2019 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Çĕнĕ кĕнеке вулакансен кăмăлне каясса шанас килет: кĕнеке страницисене уçнă май кăлтăр-кăлтăр кулмалли те, сăнарсемшĕн чун-чĕререн пăшăрханмалли те тупăнсах пырать. Кăларăм тăватă сыпăкран тăрать. Унта инсценировка-пьесăсем, сценкăсем, шÿтсем, сценка-вăйăсем тата пьеса-юмахсем кĕнĕ. Кашни сыпăкăн – хăйĕн ячĕ тата жанрĕ. «Вăрманти пурнăç» пайра, сăмахран, тĕп сăнарсем – чĕрчунсем. Вĕсем те, ачасем пекех, пĕрле пухăнса футболла выляççĕ, хушăран пĕр-пĕрне улталама пăхаççĕ те хăйсемех çав капкăна çакланаççĕ. Кашни хайлавĕ ырра вĕрентет: пĕр-пĕрне хисеплемелле, туслă пурăнмалла, тăван çĕре юратмалла. «Шкулти пурнăç» сыпăкра вара ĕçсем урокра тата тăхтав вăхăтĕнче пулса иртеççĕ. Яланхи пекех, кунта пурнăç вĕресе тăрать, ачасем урока хатĕрленсе килмесен те çăлăнăç тупаççĕ. Сăмахран ак, çиччĕмĕш класра вĕренекен Коля Михаил Федоровăн «Арçури» поэмине пачах та вуламан. «Нарспи» хайлава çеç аван пĕлет вăл. Юри тенĕ пекех, урокра ăна «Арçури» поэма çинчен каласа пама ыйтаççĕ. Мĕнлерех хуравлĕши Коля пачах та пĕлмен ыйтăва? Япăх паллă илесрен хăтăлмалли хăйне евĕр меслет тупать вăл. «Этнер, Элпи, Эрнеслу» сыпăкри сăнарсем – маттур, хастар та тăрăшуллă ачасем. Вĕсем яланах малтисен ретĕнче. Ирхине шкулалла утнă чух е каялла киле пĕрле таврăннă чухне те пуш параппан çапса пырас вырăнне интереслĕ сăмах вăййисем выляççĕ, тавра курăма анлăлатаççĕ. Пĕррехине Этнер аслисен профессийĕсем пирки калаçса кайнă май унăн ашшĕ кам пулса ĕçленине чăвашла тĕрĕс мĕнле каламалла-ши тесе шухăша каять. «Пуканесен тĕнчинче» сыпăк вара вулакансене юмах тĕнчине ертсе каять. Вутăшĕ те, Арçури те, Йĕрĕхĕ те, Вупăрĕ те тĕл пулать унта. Тепĕр юмахра асамлă лав туслă тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма вĕрентет. «Токколоро» юмах Чăваш енри шăнкăрчпа инçетри Кубăра пурăнакан трогон кайăксен пурнăçĕпе паллаштарать. Чăн-чăн туслăх кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерет, инçе çула кĕскетет. Театра çÿреме кăмăллакансем ку юмаха курнă та пулĕ. Чăваш патшалăх пукане театрĕ çак хайлав тăрăх спектакль те лартнă.
Л. ЛЕВИЦКАЯ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)