07 сентября 2020 г.
Çемье — çыннăн тĕп пуянлăхĕ, ăс-хакăл управçи тата кашниех вăй-халпа хавхалану кÿрсе тăракан хăватлă çăл куç. Кашни çемьен хăйĕн историйĕ, хăйĕн тытăмĕ. Пĕр-пĕрне юратни, хисеп туни, вăхăтра каçарма пĕлнинче тăрать те çемье тытăмĕ.
Тăван кил-йышран çывăхраххи тата хаклăраххи урăх никам та çук, çывăх çынсем пире яланах ăнланаççĕ, йывăр вăхăтра пулăшаççĕ, телейлĕ пулма тата пурнăç тĕллевне тупма пил параççĕ. Çемьере юратупа шанчăклăх тытса пыраççĕ. Çакăн пек туйăмпа пурăнать те Турханкасси ялĕнчи Красновсен çемьи.
Василий Архиповичпа Галина Петровна Красновсен кăçал çемье чăмăртанăранпа 59 çул çитрĕ. Вĕсем 1961çулта пĕрле çемье çавăрса пилĕк ачана кун çути кăтартнă, пĕтĕм чун - чĕре ăшшине парса ÿстернĕ, пĕлÿ панă, çирĕп ура çине тăма пулăшнă. Ялта вĕсем сумлă çынсем, çамрăк ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче.
Халĕ вĕсем кукаçипе кукамай, асаттепе асанне, вунă мăнукĕпе, çичĕ кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ. Вĕсене вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ. Нумаях пулмасть Красновсен çемьинче пысăк уяв пулса иртрĕ. Вĕсене «Юратупа шанчăклăх» медале парса чыс турĕç, ăшпиллĕ сăмахсем çумне Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Р.Белова, ачисемпе мăнукĕсем, кÿршисем хутшăнчĕç. Турханкасси ялĕнчи культурă çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ çепĕç юрăсем шăрантарчĕ.
Н. КРАСНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)