07 сентября 2020 г.
Çуллахи кану кунĕсем сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕç. Ачасемшĕн яваплă та кăсăклĕ вĕренÿ тапхăрĕ пуçланчĕ.
Çавна май Шĕнерпуç тăрăхĕнчи Çичĕпÿрт ял вулавăшĕнче ачасене валли «Уçă алăксен кунĕ» ятлă мероприяти ирттернĕ. Çав кун вулавăшра «Çĕнĕ кĕнекесем» курав-паллашу ачасене илĕртрĕ. Библиотека ĕçченĕ кĕнекесене типтерлĕ тытасси çинчен калаçу ирттерчĕ, çĕнĕ кĕнекесем çинчен кĕскен каласа пачĕ.
Çавăн пекех вулакансене вулавăшра хатĕрленĕ аваллăх тĕнчипе çыхăннă кĕтес килĕшрĕ. Кунта ачасем чăваш халăхĕн кулленхи пурнăçра усă куракан япаласен куравĕпе, чăваш хĕрарăмĕсен пуçа тăхăнмалли çи-пуçĕпе паллашрĕç. Вулавăш ĕçченĕ авллăх кĕтесĕнчи экспонатсем çинчен тĕплĕнрех кĕнекесем вуласа пĕлме сĕнчĕ.
О. ОЛИВАНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)