Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăхра пурăнар

07 сентября 2020 г.

Раççей Федераци Президенчĕ Владимир Путин çирĕплетнĕ тăрăх 2020 çул Аслă Вăрçăра çĕнтерни 75 çул тултарнине халалланă. Çавна май Атăлçи хутлăхĕнчи Ăстакасси ялĕнче пурăнаканĕсем ял тăрăхне тирпей-илем кĕртес енĕпе çуркуннерен пуçласа паянхи кунчченех нумай ĕçлерĕç.

Çырма-çатрасене, урамсене тасатса типтерлерĕç хастар ăстакассисем. Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вăрçăра вилнĕ паттăрсене асăнса ял варринче 75 йывăç лартса хăварчĕç. Çавăн пекех кашни кил-çурт умĕнче илемлĕ чечексем ешереççĕ.

Ял-йышăн тепĕр сумлă пуçарăвĕ çинчен те палăртса хăварас килет. Чăваш Автономийĕ 100 çул тултарнине халалланă «Вместе Пĕрле» чĕнĕве тĕпе хурса ял çыннисем Хыркасси урамĕнчи кулатасене юсаса илем кĕртрĕç. Пĕрле вăй хурсан витĕмлĕ ĕçсем ăнса пыраççĕ. Ăстакассинче пурăнакансем пĕтĕм хастарлăха, пуçаруллăха кăтартса тăрă та таса шыв ĕçмелли виçĕ кулатан виттисене улăштарчĕç. Кунсăр пуçне кулата тавра тытнă картасене сăрласа илемлетрĕç. Ĕç ăнса пычĕ, ваттисем каланă пек «килĕшÿрен ырри нимĕн те çук». Кар тăрса ĕçлесен темле йывăр ĕçе те çăмăллатма май пулать.

И. ВЕЛИКАНОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика