Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç паттăрлăхне çамрăклах тупнă

07 сентября 2020 г.

Ĕçре, йывăрлăхра пиçĕхнĕ хĕрарăмăн шăпийĕ чăннипех мухтава тивĕç. Çитес çул республикăра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чакаланă çĕрте хутшăннисене тивĕçлипех палăртса хăварĕç. Унта хутшăннă çынсен асаилĕвĕсем пирĕншĕн çав тери паха.

Эпĕ хамăн иккĕмĕш сыпăкри аслă аппа, Зоя Кузьминична Щеглова, каласа панине çырса кăтартасшăн. Зоя 1920 çулта çуралнă. Вăл амăшĕнчен икĕ çулта юлнă.Вара ăна кукаçи, Макар Григорьевич Яичников, усрава илнĕ. Кукаçипе кукамай ăслă çынсем пулнă, хăйсен ултă ачине те, Зойăна та вĕрентме тăрăшнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн аппа 1938 çулта Шупашкарти педагогика институтне математика учителĕ пулма вĕренме кĕрет. 1941 çулта вăрçă пуçлансан асăннă института Сĕнтĕрвăррине куçарнă, унта вĕренсе пĕтернĕ вăл. Аслă пĕлÿ илнĕ хĕре Шăхасана ĕçлеме яраççĕ.Çав çулах вĕрентекенсене хÿтĕлев окопĕсем чавнă çĕре явăçтараççĕ. «Тумтир начар пулнипе, шартлама сивĕ кунсенче йывăр чирлесе ÿкрĕм. Кукаçи лашапа киле илсе кайрĕ. Чиртен сывалсан Çĕрпÿ районĕнчи Виçикасси шкулĕнче ĕçлерĕм. Окоп чавма ку вăхăтра Кĕчкей ялĕ çумне илсе каятчĕç. Çула май Хуракассине качча тухнă аппа патне кĕрсе тухас терĕм.Аппа,Мария Василевская,мана ăшă тум тăхăнтарчĕ, чирлесе каясран чунтан пăшăрханчĕ.

40 градуса çити сивĕсем тăратчĕç. Тăпра тем тарăнăш шăнса ларнă. Ăна ломсемпе, кĕреçепе, пуртăпа ватма çăмăл пулман. Вĕри апат кунне пĕр хут çитеретчĕç. Пур чухне те ăна та çиеймен. Пĕр татăк çăкăрпа та çырлахнă. Выçăллă-тутăллă ĕçленĕ пулсан та Çĕнтерÿ кунне çывăхлатас тесе шутланă. Йывăрлăхсене пĕрле чăтса ирттернĕ»,- каласа пачĕ аппа.

Вăрçă хыççăн Зоя Вăрăмçут шкулĕнче вăй хунă, 25 çул хушши шкул директорĕ пулнă. Упăшкипе тăватă ача çуратнă. Шел пулин те, упăшки çамрăклах çĕре кĕнĕ. Алă усман çамрăк хĕрарăм, ачисене пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ял-йышра яланах хисепре пулнă, вăй çитнĕ таран çынсене пулăшнă.

Р. МИХАЙЛОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика