07 сентября 2020 г.
Чăваш республикин обществăллă палати, тĕп суйлав комиссийĕ (ЦИК) тата обществă сăнавĕн Штабĕ (ШОН) авăн уйăхĕн 31 –мĕшĕнче пĕрле ĕçлесси тата юпа уйăхĕнче суйлав ирттернине сăнаса тăрасси çинчен тунă Килĕшÿне ал пусса çирĕплетнĕ. Килĕшĕве республикăра суйлав процесĕн тасалăхне,тÿрĕ кăмăллăхне тивĕçтерме палăртнă. Документ çине обществăллă палата ертÿçи Алексей Суденков, тĕп суйлав комиссийĕн ертÿçи Александр Цветков тата обществă сăнавĕ Штабĕн ертÿçи Дмитрий Донсков алă пуснă.
Алă пустармалли церемонинче ШОН ертÿçи Дмитрий Донсков çапла каларĕ: Суйлав мĕнле пынине эпир тĕплĕн сăнаса тăнипе кăсăк-лантăмăр. Вĕсем чăн-чăн конкуренци условийĕсенче кристаллă таса ирттчĕр тетпĕр. Штаба хутшăнас текенсене пĕрле ĕçлеме тепĕр хут чĕнетĕп. Алексей Суденков та хăйĕн сăмахĕнче ШОНăн пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕ. Вăл обществă сăнавĕн штабне ăнăçу сĕнчĕ. Александр Цветков штаба туни Чăваш Енри суйлав прцессне çĕнĕ шая куçарать терĕ. Обществă сăнавĕн ыйтăвĕсем пĕрремĕш плана тухаççĕ. Паян эпир Чăваш Енри 7 коммерциллĕ мар организацисемпе обществăлла Штаб туса хурассине çиĕплетрĕмĕр. Организацисем обществă сăнавне пурнăçлама хăйсен представителĕсене хатĕрленĕ. Ытти организацисем те ĕçлеме хатĕр тесе шутлатпăр. Çапла вара эпир суйлав процесне тĕрĕслесе тăракан, çĕнĕ, никама пăхăнман тытăм туса хурăпăр, суйлава таса ирттерĕпĕр. – çирĕплетрĕ Александр Цветков хăйĕн сăмахне. Килĕшĕве Муниципалитет пĕрлĕхĕсен Совечĕн представителĕсем, «Чăвашрессовпроф» профсоюз организацийĕсен пĕрлешĕвĕ, Раççей пенсионерĕсен обществин регионти уйрăмĕ, Чăваш республикинчи «Чăваш Ен çамрăклăхĕ» обществăлла организаци, Чăваш республикин «Суту-илÿ тата промышленноç палати» союзĕ, Раççей юристчĕсен Ассоциацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ алă пуснă. Муниципалитет пĕрлĕхĕсен Совечĕн ертÿçи Станислав Николаев каланă тăрăх обществăллă штаб йĕркелени питĕ усăллă ĕç. Çакă пирĕн суйлавçăсем кĕтни – пурин валли те уçă кăмăллă та пĕр тан майсем. Суйлав результачĕсем пирки иккĕленме сăлтав пулмĕ, пурне те саккунпа килĕшÿллĕн туса пĕтерĕç, - обществăллă штаб йĕркелесе тăрĕ. Чăваш Енри 317 муниципалитет пĕрлĕхĕсемсĕр пĕр суйлав та иртместь, - пĕтĕмлетрĕ С.Николаев.
И. АЛЕКСЕЕВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)