07 сентября 2020 г.
Юнкун Мускавра Чăваш Республикинче финанс пĕлĕвĕн шайне ÿстерес тĕлĕшпе 2020 – 2023-мĕш çулсем валли пĕрле ĕçлемелли Килĕшÿ программине сÿтсе яврĕç. Асăннă документа Раççей Федерацийĕн финанс министрĕн çумĕ Тимур Максимов,Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев, Раççей Банкĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Сергей Швецов, Раççей банкĕсен Ассоциацийĕн Канашĕн пуçлăхĕ Анатолий Аксаков алă пусса çирĕплетрĕç.
Финанс пĕлĕвне ÿстерес ĕç-пуçа кашни шкулта (çав шутра ялти шкулсенче те), вăтам тата аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче тарăнрах вĕрентес тĕллевпе ятарлă программа йышăнмалли çинчен канашларĕç тĕлпулура.
«Тăватă ен çирĕплетнĕ килĕшÿ программи республикăна çĕнĕ варкăш кĕртессе, халăхăн пурнăç шайне курăмлă улшăнусем кĕртессе шансах тăратăп. Ачасене пĕчĕкренех тупăшсемпе тăкаксене палăртма, тĕрлĕ инвестиции çĕнĕлĕхĕсене пурнăçа кĕртсе пыма вĕрентмелле. Ултавçăсен серепине лекес мар тесен уçăмлă, тĕпрен хатăрленĕ финанс программисене кăна хутшăнмалла», - тенĕ Олег Николаев.
«Раççей финанс министерстви, Раççейри Тĕп Банк республика финанс енĕпе çĕнĕ шая хăпарассине шанни – пирĕншĕн пысăк кăтарту», - çирĕплетнĕ Анатолий Аксаков.
О. ОЛИВАНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)