07 сентября 2020 г.
Чăваш Республикин тĕп патшалăх инженер-инспекторĕ – хăй çÿрекен тата ытти тĕрлĕ техникăн тăрăмне тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев виçĕмкун пирĕн районта ĕçлĕ визитпа пулчĕ.
Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Мустаевпа, ялхуçалăх пайĕн ертÿçипе Фарад Зейнетдиновпа, аслă патшалăх инспекторĕ - Çĕрпÿ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсен патшалăх инспекцийĕн ертÿçипе Юрий Григорьевпа пĕрле вăл «Смак-Агро» тулли мар явап-лă обществăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.
Ялхуçалăх организацийĕн пуçлăхĕ Александр Никаноров хăнасене кĕрхи ĕçсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 1667 гектар шутланать. Вăл шутран 887 гектар çинчи тырпула, е пĕтĕмĕшле лаптăкăн 53,2 процентне, пÿлмесене пухса кĕртнĕ. Тухăçлăх пĕр гектартан 36,1 центнерпа танлашать.
Малалла тĕл пулăва хутшăннисем «Смак-Агро» тулли мар яваплă обществăн ĕç коллективĕпе Чăваш Республикин 2020-2025-мĕш çулчченхи Коплекслă атанану программине сÿтсе яврĕç. Владимир Павлович районти уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçлесси, техника паркне юсавлă тытасси çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ.
О. СЛАВИНА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)