Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă малашлăха талпăннă çул

31 августа 2020 г.

Çынсен пурнăç шайне лайăхлатса пырас ыйту Чăваш Республикинче малти вырăнта тăрать. Халăх чылайранпа кĕтни, ĕмĕтленни пурнăçа кĕрсе пырать. Курăмлă, пурнăçа лайăх енне улăштарма май паракан ĕçсем палăрсах пыни малашлăха çирĕп кăмăлпа утма шанăç парать.

Чăваш халăх çыравçи, Чăвашсен обществăпа культура центрĕн ертÿçи, Чăваш Республикин Писательсен союзĕн правленийĕн председател М.Н.Юхма Чăваш Республикин 2025 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине хаклани:

- Олег Алексеевич Николаев нумаях пулмасть Чăваш обществăпа культура центрĕнче пулса курчĕ. Чăваш Республикин Писателĕсен союзĕпе пĕрле кăларнă кĕнекесене хăй вĕренсе тухнă Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атай ялĕнчи шкула та парнелерĕ. Кĕнекесене парнелеме пĕрле кайрăмăр. Шкул ачисемпе, вĕрентекенсемпе питĕ лайăх тĕлпулу ирттертĕмĕр. Олег Алексеевич шкул ачисемпе, учительсемпе калаçни, вĕсене итлеме пĕлни кăмăла кайрĕ.

Вăл чăнласах та кашни çынна итлеме, унпа калаçма пĕлет. Хăй сăмах панине нихăçан та манса каймасть. Ку Олег Алексеевич чăн-чăн этем пулнине, шанчăклă çын пулнине пĕлтерет. Эпĕ –çыравçă, çавăнпа мана вăл тăван культурăна, юратнă тăван чĕлхене аталантарас тесе тăрăшни питĕ килĕшет.

Акă, нумаях пулмасть эпир, культура ĕçченĕсем, унпа тĕл пулса калаçрăмăр. Чуна ыраттаракан самантсем çинчен каланине вăл тимлесе итлени, пире ăнланма тăрăшни хытах сисĕнчĕ. Эпир çĕкленĕ ыйтусем пирки вăл питĕ ăнланса калаçни пире пурсăмăра та савăнтарчĕ, шанчăк пачĕ.

Олег Алексеевич пĕтĕм халăх валли çĕкленĕ «Пĕрле Вместе» лозунг та пирĕншĕн çав тери хаклă. Вăл пире пурсăмăра та шанать, пĕрле ĕçлеме чĕнет. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ ĕç - çитес пилĕк çул валли регионăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли программине хатăрлени. Мĕн чухлĕ ырă шухăш унта! Çав палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесе вăл пĕтĕм вăйне хурса тăрăшать. Эпир çакна кашни кун куратпăр та, туятпăр та.

«Вăрçă ачисем» тĕллевлĕ тÿлевсем тĕлĕшпе тунă ĕç питĕ курăмлă. Эпĕ те асăннă категорине кĕретĕп. Ялта ÿснĕ, 6 çултан пуçласа колхоз ĕçне хутшăннă, пучах пуçтарнă, çум курăк çумланă, кĕлте йăтнă… «Вăрçă ачисемшĕн» тăрăшни, вĕсене хисепе хуни – тăван халăхшăн тăрăшниех. Тавтапуç, Олег Алексеевич, сире çакăншăн.

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавнă çĕрте аннесем, аппасем, аслăрах пиччесем çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Пирĕн тăрăхра, Патăръел районĕнчи Сăкăт ялĕнче, 20 ытла окоп чавнăччĕ. Эпĕ çуралса ÿснĕ урамра çичĕ окоп пулнă. Сăр шывĕ хĕрринче ĕçлени кăна мар, аяккарахри ялсенче, сăртлă вырăнсенче окопсем чавни, хÿтĕлев вырăнĕсем туни чăн та паллă тапхăр. Çак саманта çирĕплетсе хăварас шухăшпа 2021-мĕш çула хÿтĕлев ĕçĕсене хутшăннисене халаллама йышăнни питĕ кирлĕ йышăну. Çав ĕçе хутшăннă çынсем пурте хисепе, чыса тивĕç. Куншăн та эпир Олег Алексеевича тав тăватпăр.

Малтанхи хуçасене пула ним шутламасăр çĕр лаптăкĕсене парса иртĕх-тернине вăл тăрăшнипе чарни те мана савăнтарать. Астăватăп-ха, çĕр çитменнипе мĕн чухлĕ халăх Çĕпĕре, Алтай тăрăхне, Çурçĕр Казахстана куçса кайнă. Олег Николаев «Сычуань-Чувашия» текен ĕçре йĕрке тума тытăнни - тăван халăхшăн тăрăшниех.

Ятарлă çăмăллăхлă «Ял ипотеки» программа та халăхшăн тăвакан ĕç. Епле пулсан та ялсене аталантарас пулать, халăх ялсенчех тĕпленсе пурăнассине пулăшма пултаракан проектсене анлăрах сармалла. «Ял ипотеки» проект пире шкулсене упраса хăварас енĕпе те пулăшасса эпĕ питĕ шанатăп. Шкул пĕтсен – ял пĕтет, ял пĕтсен – халăх пĕтет.

Олег Николаев халăх сывлăхне упрас тĕлĕшпе ĕçлени те мана савăнтарать. Çакăн пек ырă та пархатарлă пуçарусем унăн нумай. Тепĕр хут çирĕплетсе калатăп, ертÿçĕ хăй каланине, сăмах панине нихăçан та манмасть, кашни ырă пуçарăва вĕçне çитерме тăрăшать. Ку вăл çыннăн чи лайăх, чи ырă енĕ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика