31 августа 2020 г.
Ытларикун Сĕнтĕрвăрри районĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ–Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕçлĕ визитпа пулчĕ.
Çулçÿрев шайĕнче Сергей Геннадьевич Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕн Комплекслă программипе паллаштарчĕ, пирĕн районти ялхуçалăх организацийĕсен, фермерпа хресчен хуçалăхĕсĕн ертÿçисемпе, тăрăхри ял хутлăхĕн пуçлăхĕсемпе тĕлпулу ирттерчĕ.
Ыйтусене сÿтсе явас ĕçе Сĕнтĕрвăрри район пуçлăхĕ Николай Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Мустаев, администраци çумĕнчи ялхуçалăх пайĕн ертÿçи Фарад Зейнетдинов хутшăнчĕç. Чи малтанах Сергей Артамонов республикăра ял территорийĕсене комплекслăн аталантармалли тата ял хуçалăхне аталантармалли патшалăх программисем ăнăçлă пурнăçланнине, ял тăрăхĕсем пуçаруллă бюджет программине хастар хутшăннине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл ял тăрăхĕнче ĕçлеме хатĕр çамрăк специалистсене явăçтармалли программăн патшалăх пулăшăвĕн майĕ-сем çинче, кăçалхи çул вăя кĕнĕ «Ял ипотеки»программа çинче чарăнса тăчĕ. Асăннă программăсене ял территорийĕсене аталантарма, ялта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, граждансен пурнăç пахалăхне лайăхлатма йĕркеленĕ. Министр палăртнă тăрăх, пур программăсем çумне тепĕр хутшăнать, вăл муниципалитетсене çĕрлемен территорисен лаптăкне чакарма май парать. Çавăн пекех шывпа тивĕçтерекен башньăсене юсасси тата çĕнĕрен тăвасси, кооперативсене пулăшу парасси, «Агростартап» гранта илме май пурри çинчен сÿтсе яврĕç пухăннисем.Юлашки вăхăтра анлă сарăлса пыракан сиенлĕ борщевикпа комплекслă кĕрешмелли программăна туса хатĕрлессине те сÿтсе яврĕç тĕлпулура.
Малалла «Чувашский» ГЦАС ФГБУ директорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Александр Коршунов тата Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Анд-рей Макушев тухса калаçрĕç. Вĕсем усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртмелли тата аграри университетĕнче ял хуçалăх специалисчĕсене тĕллевлĕн хатĕрлес ыйтусене хускатрĕç.
Канашлăва вĕçленĕ май Сергей Артамонов муниципалитетсен лартнă тĕллевсене татса парас тесе федераци тата регион шайĕнчи программăсене хастар хутшăнмаллине палăртрĕ.
В. ТРИФОНОВ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)