24 августа 2020 г.
Раççей Федерацин Тĕп банкĕн Атăлпа Вятка тăрăхĕнчи управленин Чăваш Республикин Наци банкĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çулхи иккĕмĕш кварталĕнче регионта суя укçа тупса палăртнă 36 тĕслĕх. Вĕсен хушшинче 5000 тенкĕлĕх хутсем – 23 тĕслĕх,1000 тенкĕллисем – 10 суя хут палăртнă, пĕрер тĕслĕх вара 100, 500, 2000 тенкĕлĕх укçа хучĕсемпе. Укçа хучĕсен тĕрĕслевне наци банкĕн уйрăмĕн эксперчĕсем виçĕ тĕрлĕ хÿтĕлев паллисем тăрăх тĕрĕслеме сĕнеççĕ.Ку паллăсене алăпа тытса пăхма пулать, çавăн пекех укçана çутă çине куçпа пăхсан çав паллăсем курăнаççĕ. Укçа тĕрĕс е суя пулнин сăнĕсене тĕплĕнрех Тĕп Банкăн официаллă сайчĕ çинче пĕлме пулать. Çавăн пекех тĕплĕнрех информаци тÿлевсĕр мобиллă «Банкноты Банка Росси» хушминче тупма пулать.
Чăваш Республикин Наци банкĕн ертÿçин çумĕ Алиса Александрова аса илтернĕ тăрăх, суя хут алла лексен законлăха сыхлакан органсене пĕлтермелле. Çавăн пекех укçана экспертиза витĕр кăларма пулать.
Сутăнчăкла хăтланассине чакарас тесе Раççей Банкĕ касса ĕçченĕсем валли тÿлевсĕр дистанци вĕренĕвĕ ирттерет. Вăл хăйне Раççей Банкĕ укçа паллисем тата вĕсене тĕрĕслемелли меслетсем çинчен калакан çивĕч информацие кĕртет. Çакă пурлă укçапа профессионаллă ĕçлеме кирлĕ. Кассирсем хăйсен пĕлĕвне ÿстерме Раççей Банкĕн Университечĕн сайтĕнче заявкăсем пама пултараççĕ.
ПИРĔН КОРР.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)