Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыв пĕрлĕхĕн символĕ

24 августа 2020 г.

Халăхсен Туслăх çурчĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн Кунне халалланă «Нумай Нациллĕ Чăваш Ен Раççей ялавĕ айĕнче» онлайн-фотовыставкине йĕркелет. Ку уява пирĕн çĕршывра 1991 çулхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа палăртаççĕ.

Пулăмăн хăйĕн историйĕ пур, виçĕ тĕслĕ ялавпа пĕрремĕш хут Алексей Михайлович патша усă курнă. Вăл вырăссен пĕрремĕш «Орел» çар карапне виçĕ тĕслĕ ялав янă. Каярахпа I Петĕр патша мĕн пур суту-илÿпе çар карапĕсем çинче усă курма хушнă. 1705 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнчен пуçласа суту-илÿ карапĕсем çинче шурă-кăвак-хĕрлĕ ялав çĕкленнĕ. Вăрçă карапĕсем çине Энтри ялавне çирĕплетес тĕллев 1712 çулта кăна пуçланнă.

Раççей Федераци Президенчĕ Владимир Путин «Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕ çинчен» федераци конституцийĕн законĕ çине 2000 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче алă пуснă.

Чăваш Енре пурăнакан тĕрлĕ чĕлхеллĕ халăхшăн Раççей ялавĕ пĕрлĕх паллине кăтартни пĕлтерет. Пысăк уявсене, фестивальсене, концертсене, наци уявĕсене, культурăпа патриотла мероприятисене, спорт ăмăртăвĕсене ирттернĕ чухне виçĕ тĕслĕ ялава çĕклени мăнаçлăх палли пулса тăрать. Çак кунсенче çĕршывра тата регионсенче асран кайми пулăма халалланă онлайн-мероприятисем иртеççĕ. Чăваш Республикин наципе культура пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем архивсенчен сăнÿкерчĕксем парса пултарулăх ĕçне хастар хутшăнаççĕ.

ПИРĔН КОРР.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика