24 августа 2020 г.
Нумаях пулмасть Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕнче чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.
Ларăва район администрацин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Мустаев йĕртсе пычĕ. Çавăн пекех тĕлпулăва районти ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç. Тĕп ыйту 2020-2021 вĕрентÿ тапхăрне тата учрежденисене ăшăпа тивĕçтерес тапхăра сÿтсе явни пулчĕ.
Шкулсем ачасене мĕнле лару-тăрура кĕтсе илни çинчен район администраци çумĕнчи вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Светлана Арсентьева хыпарларĕ. Вăл шкулсен хатĕрлев тапхăрĕнчи уйрăм саманчĕсене уçса пачĕ. Районти пушар хăрушсăрлăхăн пайĕн ертÿçи Александр Сапожников вĕренÿ çулĕ пуçлама хатĕр учрежденисене палăртса хăварчĕ, çавăнпа пĕрлех вăл «Рябинка» ача сачĕ тата Елена Николаева Олимп чемпионки ячĕллĕ «Мариинский» физкультурăпа спорт комплексĕ юсав ĕçĕсем вĕçленмен пирки вĕренÿ тапхăрне хатĕр марри çинчен пĕлтерчĕ.
Çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăхсен, энергетика объекчĕсен системисем кĕркуннехи-хĕллехи ăшăпа тивĕçтерес тапхăра мĕнле хатĕрленнине ку ĕçшĕн яваплă организацисен ертÿçисем уçса пачĕç. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна котельнăйсене йĕркепе килĕшÿллĕн хатĕр-лесси, ăшă паракан трассăсен хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан пайĕсене юсасси тĕп ĕçсенчен чи кирлисем шутланаççĕ. Çавăн пекех ăшăпа усă курнăшăн пуçтарăнса кайнă парăмсене тÿлесе татас ыйтăва яваплăхпа пурнăçламалли çинчен хыпарларĕç тухса калаçакансем.
Чăваш Республикин Пуçлăхне тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене суйлас пирки йĕркелекен авăн уйăхĕн 13-мĕшĕ кунне сасăлав участокĕсене хăрушсăрлăх йĕркисемпе çирĕп тивĕçтересси çинчен район администрацинчи йĕркелÿ ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Марина Веденеева пĕлтерчĕ.
О. СЛАВИНА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)