Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене шкула илсе çитерме хатĕр

24 августа 2020 г.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн Сĕнтĕрвăрринче районти шкул автобусĕсен юсавлăхĕ тĕлĕшĕнчен тĕрĕслев пулчĕ.

Мероприятие Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен министерствин уйрăмĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи представителĕсем, пирĕн район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин ертÿçи хутшăнчĕç. Тĕрĕслев вăхăтĕнче транспорт хатĕрĕсен техника юсавлăхĕ йышăнса хăварнă йĕркесене пăхăнса тăнине тĕрĕсленĕ. Çавăн пекех тулашри çутă приборĕсем – тахографсем - юсавлă пулмаллине те тимленĕ. Пĕтĕм шкул автобусĕсем техника юсавлăхĕн тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Ачасене вĕрентÿ вырăнне илсе çитерессине тата каялла турттарассине пурнăçлама кашни шкул автобусне ирĕк панă.

Тĕрĕслев вĕçленнĕ май водительсене çул çитмен ачасене турттарас ĕçе пурнăçланă чухне вĕсен пурнăçĕшĕн тата сывлăхĕшĕн пысăк яваплăхлă пулмалли çинчен тепĕр хут аса илтернĕ. Çавăн пекех хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаллине çирĕплетсе хăварнă.

 

В. ТРИФОНОВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика