17 августа 2020 г.
Шупашкар хулин «Централизациленĕ клуб тытăмĕ» муниципаллă бюджет учрежденийĕ йĕркеленĕ курма-проектĕнче пирĕн районти культура учрежденийĕсем çумĕнчи ушкăнсем те хутшăнма пултарчĕç.
Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине тата Шупашкар хулин кунне халалланă «Сана валли юрлатăп, юратнă çĕршывăм» проект Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – халăхăн культурине, хăййевĕрлĕхне, йăла-йĕркисене упраса хăварассинче.Çавна май Сĕнтĕрвăрри районĕн «Централизациленĕ клуб тытăмĕ» муниципаллă бюджет учрежденине кĕрекен Урхас Кушкăри «Савăнăç», Кукашни ялĕнчи «Шурăмпуç», Хуракасси тăрăхĕнчи «Телей», Шуршăл хутлăхĕнчи «Çутă çăл» тата«Шурăмпуç», Ÿплерти «Çеçпĕл» пултарулăх коллективĕсем «Алран кайми аки-сухи» чăваш халăх юррине шăрантарса курма-проекта хутшăнчĕç.
Çапла майпа пирĕн районти пултарулăх пĕрлешĕвĕсем тăван тăрăха тата чăваш фольклорне юратнине кăтартрĕç. Проекта хутшăннисене пурне те çитĕнÿсем тума сунатпăр!
В. АНАТОЛЬЕВ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)