17 августа 2020 г.
Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕ – «Ĕçлекен страхланă çынсем» тата «Ĕçлекенсен ĕçĕ-хĕлĕ» СЗВ-М отчетсене Пенси фондне штафсăр пĕлтермелли юлашки кун.
СВЗ-М формипе тунă отчетра виçĕ реквизит - çыннăн хушамачĕ, ячĕ тата ашшĕ ячĕ, унăн СНИЛС тата ИНН кирлĕ. Сведенисене пĕтĕм ĕçлекенсем çине лартмалла, çав шутра гражданла право майĕпе договорсем тунă ĕçлекенсене те. СЗВ-ТД формăллă отчетĕнче ĕçченĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан сведенисем тата 2020 çулхи кăрлач уйăхĕнчен электронлă ĕç кĕнекисене куçнă ĕçченсен пирки каланă сведенисем вырнаçтармалла.
Электронлă ĕç кĕнекисем çинчен тата отчетсем çинчен тĕплĕнрех информацие «Электронлă ĕç кĕнеки» пайри ПФР сайтĕнче илме пулать.
Саккунсемпе килĕшÿллĕн икĕ отчета отчетлă тапхăр хыççăнхи уйăхăн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр параççĕ Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче канмалли кун пулнине шута илсе отчет памалли срока çурла уйăхĕн 17-мĕшне куçараççĕ.
Отчетсене хатĕрлемелли тата тĕрĕслемелли программăсене Пенси фончĕн сайтĕнче ирĕклĕ майпа вырнаçтарнă www.pfrf.ru «Ĕç Паракансем» - «Тÿлевсĕр программăсем, формăсемпе протоколсем» пайра тупма пулать, çавăн пекех регионти контакт-центр - 8(8352) 64-91-14 телефонпа е 8(83542) 2-10-47 вĕри лини телефонĕпе консультаци илме пулать.
Пенси фончĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)