Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕри апатпа тивĕçтерĕç

17 августа 2020 г.

2020 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикин шкулĕсен 1 — 4 класĕсенче вĕренекенсем валли кунне пĕрре тÿлевсĕр вĕри апат хатĕрлĕç.

Ятарласа пуçламăш классенче вĕренекен ачасем валли тĕрлĕ те усăллă апат-çимĕçсем туса хатĕрлĕç. Тĕпрен илсен, апат-çимĕç усăллăхĕ малти шайра пулмалла. Çавăн пекех шкул менюне туса хатĕрленĕ чухне сезонлăха, çавăн пекех талăкри рационăн калорильĕхне тата ачасене йĕркеллĕ ÿсме тата аталанма кирлĕ рацион тухăçлăхне шута илĕç.

Апата технологи карттисемпе килĕшÿллĕн хатĕрлĕç, вĕсенче тĕп апат-çимĕç тата кулинари изделийĕсен рецептури тата технологи рецептне палăртĕç.

Апат пахалăхне (çавăн пекех вĕри апат-çимĕç çителĕклĕ пулнипе пулманнине) пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацин учредителĕ те, ашшĕ-амăшĕн комитечĕ те тĕрĕслеме пултараççĕ. Çакă ашшĕ-амăшĕсен пĕрлĕхне тĕрлĕ ыйтусем сиксе тухсан апат пахалăхĕн шайне тивĕçтерме май парать.

 

О. СЛАВИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика