Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ çулçÿревре

17 августа 2020 г.

Выльăх-чĕрлĕхе усрамалли вырăнсене хĕллехи тапхăра хатĕрлесси – ку отрасльте вăй хуракансемшĕн яваплă ĕç шутланать. Ку тĕлĕшпе фермăсенче иртекен ĕç-пуçа тимлесе тăма ятарлă комисси йĕркеленĕ.

Юнкун Сĕнтĕрвăрри администрациĕнчи ялхуçалăх пайĕн ертÿçи Фарад Зейнетдинов Сĕнтервăрринчи ветеренари службин ертÿçипе Вера Уланковăпа районти хресчен (фермер) хуçалăхĕсем выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçма мĕнле хатĕрленнине пăхса тухнă. Ĕçлĕ ушкăн Федоров А.В., Белов А.Е., Григорьев А.В., Плотников В.Е. хресчен (фермер) хуçалăхĕсене çитсе курнă. Андрей Григорьев тата Александр Белов хуçалăхĕсенче пăрусем усракан пÿлĕмсенче урай хăмисене çĕнетнĕ, тин çуралнă пăрушсем валли çĕнĕ уйрăмсем хатĕрлес енĕпе ĕçсем ирттернĕ. Çак хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх пурĕ 544 пуç, вĕсен шутĕнче - 223 сăвакан ĕне. Александр Федоров хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх пÿлĕмĕсем патне пымалли çулсене юсанă. Ку хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 301 пуç, çав шутра – 85 ĕне. Районти ветеринари служби ку хуçалăхсенчи пÿлĕмсене пĕтĕмĕшле 6930 тăваткал метр лаптăк çинче профилактика дезинфекцийĕ тунă, хÿмесене шуратнă.

 

В. ЛЕОНТЬЕВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика