10 августа 2020 г.
Пирĕн Республикăра 2020 çултан пуçласа сахал тупăш илекен граждансене социаллă контракта тĕпе хурса патшалăх социаллă пулăшăвне çĕнĕ форматпа тивĕçлеççĕ. Социаллă контракт пĕтĕмлетĕвĕн тĕллевĕ граждансемпе çемьесен укçа-тенкĕ тупăшне ÿстересси, пурнăçри йывăр лару-тăрăва çĕнетесси пулса тăрать. Социаллă контракт çак тĕллевсене палăртать: ĕç шыравĕ, професси пĕлĕвĕ ирттерни тата хушма пĕлÿ илни, кулленхи кирлĕ таварсене, эмел препарачĕсене, профилактика тĕрĕслевĕ енĕпе ĕçлекен медицина пулăшăвне тивĕçтерни. Пулăшупа усă курас тесен гражданинăн хăйне уйрăм предприниматель е хресчен фермер хуçалăхĕ йĕркелемелле. Пулăшу пĕр вăхăтра 250 пин тенкĕ пулмалла. Çакă шута хушма ĕç вырăнĕсем валли оборудовани туянасси. çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси тата вĕсене çĕнетесси кĕрет. Ытти мероприятисемпе социаллă контракт тунă граждансем кашни уйăхра 10 134 тенкĕ пулăшу илме пултараççĕ. Социаллă контракта 3 уйăхран пуçласа пĕр çулталăклăх тума пулать. Контракт пĕтĕмлетес тесен граждансен Сĕнтĕрвăрри районĕн социаллă хÿтлĕх пайне каăмалла
Е. ДЕНИСОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)