Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр комбиначĕ малтисен ретĕнче

10 августа 2020 г.

Чăвашпотребсоюз кашни çулах республикăра «Чи лайăх çăкăр» конкурс ирттерет. Кăçалхи конкурс унта хутшăнакансемшĕн пуриншĕн те заочнăй форматра пулса иртрĕ.

Жюри хакланине çăкăр тăвакансем «Инстаграм» социаллă сетьри Чăвашпотребсоюз аккаунтĕнче сăнама пултарнă. Ăсталăх конкурсне Чăвашпотребсоюзăн çăкăр пĕçерекен 15 предприятийĕ хутшăннă. Дегустаци комиссине Чăвашпотребсоюз правлени ертÿçин çумĕ Андрей Данилов ертсе пынă. Комисси виçĕ номинаципе 45 çăкăра пăхса тухнă: «Ырашпа тулă çăкăрĕ», «Тулă çăкăрĕ», «Сывлăхшăн усăллă çăкăр». Октябрьски райповĕн Сĕнтĕрвăрринчи çăкăр тăвакан комбиначĕ çак конкурсра «Цивильный» çăкăрпа иккĕмĕш вырăн йышăннă.

 

И. ПЕТРОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика