10 августа 2020 г.
Ĕнер пирĕн районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Ен экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Краснов ĕçлĕ визитпа пулчĕ.
Чи малтанах Дмитрий Иванович районти усламçăсемпе тĕл пулчĕ. Тĕлпулу шайĕнче муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпĕ экономика аталанăвĕн малашлăхлă инвестици проекчĕсене пурнăçламалли, вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармалли килĕшÿсем çине алă пуснă. Чăваш Ен аталанăвĕн Комплекслă программин çул-йĕрĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрнă Дмитрий Краснов. Асăннă программа çĕнĕ проектсен хушма докуменчĕ пулнине ăнлантарса панă вăл. «Пĕрлĕхре, тачă çыхăнса ĕçлемелле. Опыт пухнă предпринимательсен çамрăк, тин кăна ура çине тăракан специалистсене ĕçе явăçтармалла. Кăсăклă проектсем мĕн чухлĕ нумайрах, муниципалитетсене инвестици явăçтармалли майсем çавăн чухлĕ ытларах»,- палăртнă министерство ертÿçи.
Дмитрий Иванович Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Мустаевпа пĕрле «Сĕнтĕрвăрринчи çăкăр пĕçерекен комбинат» предприятин ĕçĕпе паллашнă,малалла аталанмалли тĕллевĕсене тишкернĕ. Унсăр пуçне делегаци Атăл çыранĕнче пулнă, унта причал стенине тума палăртнă.
Дмитрий Краснов районти туризм вăй-хăватне палăртрĕ. «Сĕнтĕрвăрри районĕнче илемлĕ те паллă вырăнсем нумай, культура палăкĕсем, туризм маршручĕсене кĕртме май паракан истори вырăнĕсем пур. Хăйне евĕрлĕ уйрăмлăхсене тупмалла, вĕсене сăнласа хăвармалла та инвесторсене сĕнмелле»,- палăртнă Дмитрий Иванович.
А. МАКСИМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)