10 августа 2020 г.
Ытларикун Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Правительство çуртĕнче Раççей Федерацийĕн энергетика министрĕн çумĕпе Евгений Грабчакпа тĕл пулнă.
Уçă калаçăва Шупашкарта Раççей Федераци Правительствин электричествăпа тивĕçтерессин хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕн (федераци штабĕн) ларăвĕ пуçланиччен ирттернĕ. Тĕлпулу вăхăтĕн-че ертÿçĕсем объектсене кĕркуннепе хĕллехи тапхăра хатĕрлесси пирки сÿтсе явнă.
«Хамăр умра ĕçлемелли тĕллевсене чылай палăрт-рăмăр. Авăн уйăхĕн çурри тĕлне палăртнă ĕçсен çурине туса пĕтермелле», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.
Евгений Грабчак Атăлçи тăрăхĕнче вырнаçнă регионсенче электричествăпа тивĕçтерес ыйтупа лайăх ĕçленине каланă, кăтартусем те аван пулнине палăртнă. Çавăн пекех вăл службăн пурлăх бази пуянланса пынине ырласа хăварчĕ. «Çĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕ куçкĕрет – ку вара инвестицисене явăçтармалли курăмлă пулăм. Республика малашне те пысăк ÿсĕмсем тăвасса шанатпăр», - çирĕплетсе каларĕ министр çумĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Енре электротехника кластерне аталантарасси пирки сÿтсе яврĕç. Сумлă хăна ĕçлĕ визитпа пулнă май хăш-пĕр предприятисен ĕçĕпе паллашма кăмăл тунă.
О.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)