Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне панă чĕлхене упрар

10 августа 2020 г.

Юнкун республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн тата ЧНК çумĕнчи Ваттисен Канашĕн пайташĕсемпе тĕл пулнă. Тĕлпулура наци культурипе чĕлхе аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Уçă калаçăва Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи, Чăваш Республикин национальноçсен ĕçĕсен канашĕн председателĕ Вячеслав Борисов, Чăваш Республикин культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ Роза Лизакова хутшăннă. Олег Николаев чăваш наци конгресĕ чăваш халăхĕн пултарулăхпа наци культура вăй-хăватне пĕрлештерекен пĕлтерĕшлĕ институт пулнине палăртнă. Организацин ĕçĕ-хĕлне регионта анчах мар, унăн тулашĕнче те чăваш диаспорипе пĕрле тата анлăрах тума пуласса шанса каланă вăл. «Наци чĕлхипе культурине упраса хăварассине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Хаклă пуянлăха пулас ăрусене вĕрентсе хăварассипе хастар ĕçлемелле»,- тенĕ регион ертÿçи.

Çавăн пекех вăл чăваш наци конгресĕн пайташĕсене «Чăваш чĕлхине упрас, вĕренес тата аталантарас» патшалăх программин проектне тата унăн пĕлтерĕшлĕ саманчĕсене сÿтсе явма сĕнчĕ. «Вăл хут çине çырса хунă ахаль ĕç кăна мар, пирĕн тĕп документ, вăй илсе аталанса пымалли хатĕр пулмалла», - тенĕ сăмаха çавăрса ертÿçĕ. Халăхпа пĕрле тĕрлĕ фестивальсем, чăваш тĕррин кунне те йĕркелесе ирттерме сĕнÿ панă вăл. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов палăртнă темăсемпе тухăçлă ĕçлеме хатĕр пулнине палăртнă. «Ахальтен мар конгресăн «Пирĕн вăй-пĕрлĕхре» йыхравĕ Чăваш автономийĕн çĕрçуллăхне халалланă «Пĕрле – Вместе» паллăпа тÿр килет. Апла пулсан чăваш халăхĕн ырлăхĕшĕн пĕрле ĕçлер»,- тенĕ вăл. Тĕлпулура Олег Николаев чăвашлăхшăн тăрăшакан чылай хастара Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа кăларнă медальпе чысланă.

 

И. ПЕТРОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика