03 августа 2020 г.
Ытларикун пирĕн района Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Владимир Осипов çитсе килчĕ. Вăл район администрацийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Мустаевпа, ял хутлăхĕн пуçлăхĕсемпе, подрядлă организаци ертÿçисемпе тата хулари хастар çынсемпе тĕл пулчĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче вырăнти çулсене тĕпрен юсассин тата хальхи юсав ĕçĕсен ыйтăвĕсене, çул хĕррипе вĕтлĕх ÿсентăрансене касса тухассине сÿтсе яврĕç. Çавăн пекех Сĕнтĕрвăрри хулинчи Фрунзе урамĕнче çул-йĕр, халăх пурăнакан вырăнсенче пуçаруллă бюджет программипе çул-йĕр тăвассине пăхса тухрĕç.
Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ 2020-2025 çулсенче социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программине, Чăваш Республикин территорийĕнче «Хăрушсăрлăх тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» программине пурнăçласси çинчен анлăн чарăнса тăчĕ.Çулсем юсани ахаль кăна пулмалла мар, вĕсем халăха медицина пулăшĕвĕпе вăхăтра тивĕçме, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем патне чăрмавсăр çитме май памалла тесе çирĕплетрĕ вăл.
И. ПЕТРОВА.
Сĕнтĕрвăрри районĕн администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Мустаев Республика 2020-2025 çулсенче социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программин презентацине пĕтĕмлетнĕ тăрăх çапла каларĕ:
- Палăртса хăваратăп программăна регионсене аталантармалли пĕтĕм тĕнчери центр туса хатĕрленĕ. Ăна халăх хушшинче анлăн сÿтсе яврĕç. Манăн республикăн строительство сфери çинче чарăнса тăрас килет.
Пирĕн районти «Атăл – Сĕнтĕрвăрри – Октябрьски – Куславкка» участокри автомобиль çулĕсене юсас енĕпе подрядчик опычĕ палăртнă тăрăх, асфальт хывас ĕçре çĕнĕ технологисене алла илмелле. Пахалăхлă тата хăрушсăрлăх çулсене тăвас ĕç - Комплекслă программăпа пăхса хăварнă тĕллевсенчен пĕри. Кун çинчен эпир ытларикун Чăваш Республикин транспорт министрĕпе Владимир Степановпа сÿтсе яврăмăр.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)