27 июля 2020 г.
Пĕлтĕр Чăваш кĕнеке издательствинче аслă классенче вĕренекенсем валли «Кĕтмен юрату» хайлав пуххи кун çути курнăччĕ. Унта çамрăк авторсен повеçĕсемпе калавĕсем кĕнĕ. Нумаях пулмасть вара «Пирĕшти патне янă çыру» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Ăна вăтам çулхи ачасем валли хатĕрленĕ. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Ирина Калентьева. Тиражĕ – 1000 экземпляр. Вун пĕр авторăн калавĕсемпе юмахĕсене тата юптарăвĕсене пĕр кăларăма ăнсăртран кĕртмен. Çыракан пикесенчен чылайăшĕ анлă чăваш литературинче малтанхи утăмсем тăвать çеç-ха. Апла пулин те пурте тенĕ пекех «Букварьтен — илемлĕ литературăна çити», «Çĕнĕ утсем уçатпăр», «Çĕнĕ хум» конкурссенче палăрма ĕлкĕрнĕ, вĕсен хайлавĕсем «Тантăш» хаçатра, «Самант», «Тăван Атăл» журналсенче, район хаçачĕсенче пичетленнĕ.
Çамрăк çыравçăсем тĕрлĕ çивĕч ыйту хускатаççĕ, вĕсен хуравĕсене шыраççĕ. Нина Царыгинăн калавĕпе Екатерина Кошелевăн юмахĕ чĕрчунсемпе вĕçен кайăксене хÿтĕлемелли, упрамалли çинчен асăрхаттараççĕ. Чылай чухне вĕсен шăпи этем аллинче вĕтха. «Çаплаçке вĕсем, самантрах хăйсене кирлĕ мар пулса тăратпăр… Вĕсем пирĕн пурнăçа çăтмаха çавăрма та, тамăкпа танлаштарма та пултараççĕ», — тет Çăмламас ятлă йытă кушак çурине.
Типтерлĕ тытма пĕлмесен кĕнеке те хурланнине палăртаççĕ Ольга Австрийскаян хайлавĕсем. Инесса Шашкинăн юмахĕнче йăмра хур кăтартакансене хăйĕн тĕнчине илсе каять те айăпа кĕнисене явап тыттарать. Мальвина Петровăн юптарăвĕсенче пурнăçăн тÿнтер енĕсем уççăн курăнаççĕ. Анастасия Владимировăн калавĕ чи пĕлтерĕшли чунри ырăлăха упраса хăварасси пулнине пĕлтерет. Авторăн «Пирĕшти патне янă çыру» хайлавĕнчи Улькка пĕчĕкренех йывăрлăхсемпе тĕл пулать, апла пулин те хуçăлмасть, хăйне кÿрентерекенсене усал сунмасть.
Кĕнеке вĕçĕнче çамрăк çыравçăсемпе çывăхрах паллашма пулать — вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе биографийĕсене илсе панă.
О. ИВАНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)